Мăнаçлăх çуратакан, куççуль кăларакан уяв

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнине Чăваш Енре анлăн паллă турĕç. Пирĕнте мăнаçлăхпа патриот туйăмĕ вăратакан, çав вăхăтрах куççуль кăларакан уява халалласа Шупашкарта çеç мар, республикăн кашни районĕпе хулинчех тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç, ветерансене хăюлăхĕпе чăтăмлăхĕшĕн чĕререн тав турĕç, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Хаяр вăрçă çулĕсенче Чăваш Енри 208 пин çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен çуррине яхăн тăван тăрăха каялла таврăнайман. Шел, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнисен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 3 пин ветеранĕпе инваличĕ, 35 пин тыл ĕçченĕ тата салтаксен тăлăха юлнă арăмĕсем, çул çитмесĕрех фашизм пусмăрĕнче асапланнă 109 çын пурăнаççĕ. Вĕсем Çĕнтерÿ кунне савăнса та хумханса кĕтсе илчĕç.

Ас тăватпăр, пуç таятпăр

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масара влаç органĕсен, çар комиссариачĕн представителĕсем, депутатсем, ветерансем, шкул ачисемпе хула çыннисем пуçтарăнчĕç, йывăр сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă салтаксен палăкĕ умĕнче пуç тайрĕç. Кунта 80 ытла çын канлĕх тупнă. “Эпир сирĕн фронтри тата ĕçри паттăрлăха асра тытатпăр, сума сăватпăр. Эсир Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, çĕр-шыва ишĕлчĕксенчен тасатса çĕкленĕ. Сирĕнтен пиллĕкмĕш ăру ĕнтĕ ырă тĕслĕх илсе ÿсет. Паттăрлăхăрпа чăтăмлăхăр пире çĕнĕ çитĕнÿсем тата хăюллă утăмсем тума хавхалантараççĕ”, - терĕ вăрçă ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Вениамин Петров. Пуç хунисене асăнса пухăннисем пĕр минут шăп тăчĕç, вил тăпри çине чечексем хучĕç.

Каçхине “Çĕнтерÿ” мемориал комплексĕнче “Асăну çурти” патриот акцийĕ иртрĕ. Сăмах май, çакнашкал мероприятие Раççейĕн 17 хулинче йĕркеленĕ. Акцие килнĕ ачасемпе çамрăксем вăрçăра пулнă тăванĕсен портречĕсене йăтса Паттăрсен аллейинче утса çаврăнчĕç. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Çĕнтерÿ кунĕ пирĕн халăхшăн чи кĕтнĕ те хаклă уяв пулнине палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене асăнса çĕр-çĕр çын çурта çутрĕ, паттăрсене ăшĕнче тав турĕ.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче “Çĕнтерÿ” мемориал комплексне халăх йышлă пухăнчĕ. Çынсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи юрăсене, Çĕнтерÿ кĕввине итлесе Мухтав монуменчĕ патнелле утрĕç. Çак вăхăтра çĕр çинчи тăнăçлăха палăртса шурă кăвакарчăнсене тÿпенелле вĕçтерсе ячĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев монумент умне чечек кăшăлĕ хучĕ. Унтан Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине Чăваш Енрен суйланнă депутатсем, республикăри министерство-ведомство ертÿçисем, вăрçă ветеранĕсем Асăну çулăмĕ патнелле утрĕç. Çакăн хыççăн республикăпа хула ертÿлĕхĕ вăрçă хирĕнчен таврăнманнисене асăнса Иоанн Воин часавайĕнче иртнĕ кĕлле хутшăнчĕç, Чечняра тата Афганистанра вилнĕ ентеш-салтаксен палăкĕсен умне чечексем хучĕç.

Çĕнтерÿ парачĕ

Шăп 12 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. “Çĕнтерÿ кунĕ - пĕтĕм ăрăва пĕрлештерекен сăваплă уяв, - терĕ Михаил Васильевич. - Халĕччен курман пысăк синкер вун-вун миллион çын пурнăçне татнă. Пирĕн халăх Тăван çĕр-шыва хÿтĕлемешкĕн кар тăнă. Пĕтĕçÿлĕхпе çирĕп кăмăл, паттăрлăх тата Тăван çĕр-шыва чунтан юратни хаяр тăшмана çĕнтерме май панă. Республикăри тыл ĕçченĕсем фабрикăсемпе заводсенче, колхозсенче йывăр ĕçсене пурнăçланă. Вăрçă çулĕсенче ачасен те çирĕп тĕрĕслевсем витĕр тухма тивнĕ. Эпир, çĕнтерÿçĕсен тăхăмĕсем, тĕнчери тăнăçлăха, çĕр-шывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çук, вĕсене яланах сума сăвăпăр.”

Россотрудничество федераци агентствин ертÿçи Константин Косачев та уява килнисене саламларĕ, вăрçă çулĕсенче тĕрлĕ терт-нуша тÿснисене çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунчĕ, “Çĕнтерÿ кунĕ - пирĕн халăх пурнăçĕнчи чи паллă пулăм”, - терĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Тенюшев çапăçу хирĕнчи хăш-пĕр саманта аса илчĕ, Çĕнтерÿ питĕ йывăрпа туптаннине палăртрĕ.

Уявăн тĕп саманчĕ - Çĕнтерÿ парачĕ - Хĕрлĕ тÿреме килнисене пурне те тыткăнларĕ. Ăна ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник йышăнчĕ. Акă Шупашкарти çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртме пуçларĕç. Çамрăк армеецсемпе кадетсем, Афганистанпа Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрусене хутшăннисем, ветерансем, Чăваш офицерĕсен Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» юлташлăх элчисем, вăй тытăмĕсен подразделенийĕсем... Пĕрлештернĕ полк парадне 3997-мĕш çар чаçĕн оркестрĕ вĕçлерĕ. Унтан тÿреме вăрçă çулĕсенчи тата хальхи çар техники тухрĕ.

Вут-çулăм витĕр тухнисем

Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан 88 çулти Ефим Федоров парад курма кашни çулах килет. Ку хутĕнче вăл Хĕрлĕ тÿреме хĕрĕпе Галинăпа килнĕ, каярахпа мăнукĕ те хăйĕн çемйипе çитрĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter