Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти “Полимер Инновация” обществăна çитсе килнĕ

  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти “Полимер Инновация” обществăна çитсе курнă. Унăн производство объекчĕсем пысăк мар: пĕр хутлă икĕ цех, склад. Пĕтĕмпе 30 çын вăй хурать. Кунта питĕ кирлĕ продукци туса кăлараççĕ. Унпа ял хуçалăхĕнче те усă кураççĕ.Сăмах - полиэтилен пленки пирки. Иртнĕ ĕмĕрте ăна рес­публикăна тулашран турттарнă. Халĕ Шупашкарта та хатĕрлеççĕ.Сергей Фадеев директор ĕç меслечĕпе паллаштарнă. - Пĕчĕк предприятие ĕçлеттерсе яма патшалăх хыснинчен 3 млн тенкĕлĕх субсиди патăмăр, - тенĕ Михаил Игнатьев. - Общество кредит та илнĕ. Паян унăн ĕç-хĕ­л­­­­­не хаклама ятарласа килтĕм. Вăл производствăна çуллен ÿ­с­­­­­­терсе пынине, пĕлтĕр 50 млн тенкĕлĕх тупăш илнине, ăна 8 региона ăсатнине пĕлтĕм. Предприяти каяшран паха тавар туса кăларас, çынсене ĕç вырăнĕ­пе тивĕçтерес тĕлĕшпе муниципалитет влаçĕшĕн те, пĕчĕк бизнесшăн та - ырă тĕслĕх. Унпа районсенче усă курасса шанатăп. Ялсенче çĕр-çĕр тонна кивĕ кĕленче савăт-сапа, кантăк пухăнса кайнă. Ăна ĕçе кĕртекен цехсем питĕ кирлĕ. Кăçал бизнеса аталантарма 25 млн тенкĕлĕх субсиди уйă­ратпăр. Предпринимательсене тĕрлĕ производство йĕркелеме пулăшăпăр.Михаил Васильевич çак производство пирки журналистсем мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕ.- Унтан усси пысăк, - тернĕ вĕсем. - Ăна Шупашкарта çеç мар, районсенче те йĕркелемелле. Полиэтилен пленка - вырăнтах, кÿ­р­­­­­­шĕ регионсенчен турттарас çук.Рабочисем кашни уйăхра вăтамран 15 пин тенкĕрен кая мар ĕç укçи илеççĕ. Производствăна виçĕ сменăпа йĕркеленĕ.- Çапах та пирĕн тавара ытларах Шупашкарти предприятисем туянаççĕ, - пĕлтернĕ директор.



12 мая 2012
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter