Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Республикин кубокĕн финалĕ иртнĕ

  Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Республикин кубокĕн финалĕ иртнĕ. Ăмăртăва кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Унта 14-17 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем 100, 400 тата 1000 метра чупассипе, мечĕк ывăтассипе тупăшнă. Кубок тытăмĕнчех чи инçе дистанцие старта тухакансем Валентина Егорова Олимп чемпионкин парнисене çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ акан 26-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 3-мĕшĕччен иртнĕ. Патăрьелте Канаш хулинчи, Патăрьел, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчи 143 çамрăк вăй виçнĕ. Çĕмĕрлере 188 атлет - стадион хуçисем, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Етĕрне тăрăхĕнчи каччăсемпе хĕрсем - старта тухнă. Шупашкарта 184 спортсмен - республикăн тĕп хулинчи, Красноармейски, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкарти çамрăксем - тупăшнă. Малти ултă вырăна йышăннисем финала хутшăнма тивĕçнĕ. Финалта ăмăртакан çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Яковлев, ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ, «Акконд» АУО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, Олимп чемпионки Валентина Егорова тата Светлана Захарова тĕнче чемпионки ăнăçу суннă. Утă уйăхĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадион çăмăл атлетсен Раççей чемпионатне йышăнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн тĕп хулине хатĕрленÿпе вĕренĕве килнĕ Мускав облаçĕн спортсменкипе Татьяна Лысенкопа - молот ывăтассипе тĕнче чемпионки тата рекордсменки - тĕл пулнă. Раççей чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Олимп вăййине хутшăнакансене палăртаççĕ. Ăмăрту вырăнĕнче тренировка ирттерсен лайăхрах кăтарту тума шанăç та пысăкрах. Хорватире иртнĕ тĕнчери квалификаци ăмăртăвĕнчен икĕ «ылтăнпа» таврăннă Елена Ивановăна республика кубокĕнче курма тÿр килнĕ. Вăл çывăх вăхăтра - çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче - Паралимпиадăна кайма çĕр-шыв валли рейтинг очкисем илессишĕн Чехири турнирта ăмăртасси пирки пĕлтернĕ.



12 мая 2012
12:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter