Пĕчĕк мăйăрăн та тĕшши тутлă

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти “Полимер Инновация” обществăна çитсе курчĕ. Унăн производство объекчĕсем пысăк мар: пĕр хутлă икĕ цех, склад. Пĕтĕмпе 30 çын вăй хурать. Кунта питĕ кирлĕ продукци туса кăлараççĕ. Унпа ял хуçалăхĕнче те усă кураççĕ.

Сăмах - полиэтилен пленки пирки. Иртнĕ ĕмĕрте ăна рес­публикăна тулашран турттарнă. Халĕ Шупашкарта та хатĕрлеççĕ.

Сергей Фадеев директор ĕç меслечĕпе паллаштарчĕ. Картишре - чĕр тавар тĕркисем: производствăна яма тĕп хуларан, ытти çĕртен пухса илсе килнĕ полиэтилен пленки. Ăна пенсионерсем, шкул ачисем пуçтараççĕ. Килограмне 20 тенкĕлле йышăнаççĕ.

Вăл тĕп хулара кăна мар, ра­йонсенче те пайтах. Пилĕк çул хушшинче ăна пухакансен самай пысăк ушкăнĕ çирĕпленнĕ. Пĕр цехра ирĕлтерсе полиэтилен тăрăхсем тăваççĕ. Иккĕмĕшĕнче вĕсенчен пленка туса тĕркене çавăраççĕ. Ĕç мелĕ кăткăс мар. Ăна пĕтĕмпех механизациленĕ. Германире кăларнă темиçе станок вырнаçтарнă. Кашни 3 млн тенкĕ тăрать.

- Пĕчĕк предприятие ĕçлеттерсе яма патшалăх хыснинчен 3 млн тенкĕлĕх субсиди патăмăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Общество кредит та илнĕ. Паян унăн ĕç-хĕ­л­­­­­не хаклама ятарласа килтĕм. Вăл производствăна çуллен ÿ­с­­­­­­терсе пынине, пĕлтĕр 50 млн тенкĕлĕх тупăш илнине, ăна 8 региона ăсатнине пĕлтĕм. Предприяти каяшран паха тавар туса кăларас, çынсене ĕç вырăнĕ­пе тивĕçтерес тĕлĕшпе муниципалитет влаçĕшĕн те, пĕчĕк бизнесшăн та - ырă тĕслĕх. Унпа районсенче усă курасса шанатăп. Ялсенче çĕр-çĕр тонна кивĕ кĕленче савăт-сапа, кантăк пухăнса кайнă. Ăна ĕçе кĕртекен цехсем питĕ кирлĕ. Кăçал бизнеса аталантарма 25 млн тенкĕлĕх субсиди уйă­ратпăр. Предпринимательсене тĕрлĕ производство йĕркелеме пулăшăпăр.

Михаил Васильевич çак производство пирки журналистсем мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕ.

- Унтан усси пысăк, - терĕç вĕсем. - Ăна Шупашкарта çеç мар, районсенче те йĕркелемелле. Полиэтилен пленка - вырăнтах, кÿ­р­­­­­­шĕ регионсенчен турттарас çук.

Рабочисем кашни уйăхра вăтамран 15 пин тенкĕрен кая мар ĕç укçи илеççĕ. Производствăна виçĕ сменăпа йĕркеленĕ.

- Çапах та пирĕн тавара ытларах Шупашкарти предприятисем туянаççĕ, - пĕлтерчĕ директор. - Вĕсем ĕçе кĕртекен полиэтилен пленка калăпăшĕнче пирĕн тÿпе - 60 процент. Ăна Самар, Чул хула облаçĕсене, мари Эл, Тутарстан, Мордва, Удмурт республикисене ăсататпăр. Кăçалтан ытларах хатĕрлеме тĕллев ларт­рăмăр: çывăх вăхăтра тепĕр цех ĕçлеме тытăнать.

  Юрий МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 мая 2012
11:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter