Кашни старт яваплă

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Республикин кубокĕн финалĕ иртрĕ. Јмăртăва кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелерĕç. Унта 14-17 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем 100, 400 тата 1000 метра чупассипе, мечĕк ывăтассипе тупăшрĕç. Кубок тытăмĕнчех чи инçе дистанцие старта тухакансем Валентина Егорова Олимп чемпионкин парнисене çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕç.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ акан 26-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 3-мĕшĕччен иртнĕ. Патăрьелте Канаш хулинчи, Патăрьел, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчи 143 çамрăк вăй виçнĕ. Çĕмĕрлере 188 атлет - стадион хуçисем, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Етĕрне тăрăхĕнчи каччăсемпе хĕрсем - старта тухнă. Шупашкарта 184 спортсмен - республикăн тĕп хулинчи, Красноармейски, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкарти çамрăксем - тупăшнă. Малти ултă вырăна йышăннисем финала хутшăнма тивĕçнĕ.

Финалта ăмăртакан çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Яковлев, ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ, «Акконд» АУО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, Олимп чемпионки Валентина Егорова тата Светлана Захарова тĕнче чемпионки ăнăçу сунчĕç.

- Чăваш Ен спортсменĕсем Раççей, Европа, тĕнче чемпионачĕ­­сенче, Олимп вăййисенче сумлă çĕнтерÿсем туса республикăн ят-сумне çĕклеççĕ. Паянхи старта хушăнакансен йышĕнче те, тен, пулас олимпиецсем пур. Хăвăра шансан тĕллеве пурнăçлатăрах, - терĕ Михаил Игнатьев. Унтан вăл Дина Александровăна Раççей спорт мастерĕн ятне илнине çирĕплетекен документ пачĕ.

Дина Александрова Муркаш районĕнчи Кивĕ Матьăкран. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне çăмăл атлетикăпа кăсăкланма пуçланă. Халĕ 20-ри хĕр республикăри ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕнче Николай Захаровпа Галина Архипова тренерсем пулăшнипе ăсталăх пухать.

Утă уйăхĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадион çăмăл атлетсен Раççей чемпионатне йышăнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн тĕп хулине хатĕрленÿпе вĕренĕве килнĕ Мускав облаçĕн спортсменкипе Татьяна Лысенкопа - молот ывăтассипе тĕнче чемпионки тата рекордсменки - тĕл пулчĕ. Раççей чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Олимп вăййине хутшăнакансене палăртаççĕ. Ăмăрту вырăнĕнче тренировка ирттерсен лайăхрах кăтарту тума шанăç та пысăкрах.

Хорватире иртнĕ тĕнчери квалификаци ăмăртăвĕнчен икĕ «ылтăнпа» таврăннă Елена Ивановăна республика кубокĕнче курма тÿр килчĕ. Вăл çывăх вăхăтра - çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче - Паралимпиадăна кайма çĕр-шыв валли рейтинг очкисем илессишĕн Чехири турнирта ăмăртасси пирки пĕлтерчĕ.

 Татьяна ТИМУКОВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter