Хусанта - чăваш искусствин куравĕ

Çак кунсенче Хусанти «Хазинэ» наци ÿнер галерейинче «Чăваш халăх искусстви» курав уçăлнă. Вăл «Атăлçи халăхĕсен искусстви» проектпа килĕшÿллĕн кун çути курнă. Йĕркелÿçи - Тутарстан патшалăх ÿнер искусствисен музейĕ. Проекта пурнăçа кĕртме вара Тутарстан наци музейĕ, «Хусан» наци культура центрĕ, Хусан университечĕн этнографи музейĕ, ЧР Художниксен союзĕ, Тутарстанри наци культура автономийĕ пулăшнă.

Проекта «симĕс çутă» параканĕ - Чăваш Республики. Йĕркелÿçĕсем çакна тутарпа чăваш халăхĕсен туслăхĕ çирĕ­п пулнипе çыхăнтараççĕ.

Мĕнле ĕçсем вырăн тупнă-ха куравра? Экспонатсен йышĕ­н­­­­­че - XIX ĕмĕрти паллă мар ăстасен тĕррисем, тĕртнĕ пирĕ­­сем, йывăçа касса илемлетнĕ эрешĕсем, хальхи вăхăтри профессионал ÿнерçĕсен произведенийĕсем. Чăваш тĕррине малалла та пурнăç парнелекенĕсем Татьяна Шаркова, Мария Симакова, Татьяна Петрова хăйсен ĕçĕсене тăратнă.

Живопиç енĕпе Ревель тата Александр Федоровсен, Константин Долгашовăн, Миша Григорянăн, Праски Виттин, Андрей Анохинăн, графикăпа Петр Сизовăн, Владимир Араповăн произведенийĕсем курава илем кÿме тивĕçнĕ.

Хусан çыннисемпе хăнисем чăваш ÿнер искусствипе утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен паллашма пултарĕç.

Надежда СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 мая 2012
11:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter