«Çамрăк чĕлхеçĕ» интернет олимпиада вĕçленчĕ

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче "Çамрăк чĕлхеçĕ" интернет олимпиада вĕçленчĕ. Инçет тупăшу ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче уçăлнăччĕ. Чĕлхеçĕсен çак ăмăртăвне хутшăнма икĕ эрне хушшинче 900 ытла ача çырăнчĕ. Вĕсенчен 727 вĕренекен интернет олимпиада ыйтăвĕсене хуравланă.

            Хальхи вăхăтра комисси  хутшăнакансен хуравĕсене тĕпчет, ятарлă тишкерÿ тата аналитика таблицисене хак парать. Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем эрне хушшинче хатĕр пулĕç.

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



14 мая 2012
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter