Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлани

                                                   Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 Сире ырă та çутă уяв – Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлатăп! Çемье, атте-анне килĕ – кашни çын кун-çулĕн никĕсĕ. Шăпах юратнă кил-йыш этеме кăмăл-сипетпе ырă витĕмне ăша хывма, çынсене хисеплеме вĕрентсе ÿстерет, тăван халăх культурипе пуçласа паллаштарать. Çемьере кăна çын чăн-чăн юратупа ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплени тата пулăшса пыни пурнăçра мĕн тери пĕлтерĕшлине туйса илет. Кашни ăру ун хыççăн килекеннисем лайăхрах – ырăрах, тÿрĕ кăмăллăрах, ăслăрах, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянрах пулнине курма ĕмĕтленет. Лайăх та çирĕп çемьере ачасем таврари тĕнчене кирлĕ пек хакласа йышăнма, ăслăн шухăшлама тата йывăрлăхсене çĕнтерме, ырра ырăпа тавăрма, унпа пĕрлех – телейлĕ пулма, йăл кулăшăн, тăван çĕр тараватлăхĕшĕн савăнма тата çут çанталăка юратма хăнăхса ÿсеççĕ. Паллă çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев пире çакăн пек пил парса хăварнă: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр, çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ». Чăваш Енре çемье институтне тата çемье хаклăхĕсене çирĕплетме пулăшакан политика приоритетлисенчен пĕри пулса тăрать. Республикăра çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшасси ырă йăлана кĕнĕ, нумай ачаллисене çурт-йĕр лартма е хуçалăх тытса пыма çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр уйăрса паратпăр, виççĕмĕш ача çуралсан е усрава илсен республикăн амăшĕн 100 пин тенкĕлĕх капиталĕпе тивĕçтеретпĕр. Çемье институтне пулăшмалли майсене малалла та вăйлатса пырасси пирки иккĕленместĕп.

Çунатлă çакăн пек сăмах çаврăнăшĕ пур: «Телей вăл – ирхине ĕçе, каçхине вара – киле, çемье патне чун туртни». Çак пĕрре пăхма ансат туйăнакан сăмахсенче тарăн шухăш пытаннă. Чăваш Енре пурăнакансене пурне те çавнашкал телее сунатăп. Сирĕн тата сирĕн çывăх çыннăрсен сывлăхĕ çирĕп пултăр, кашни çемьерех тăнăçлăхпа çураçу тата çителĕклĕх хуçалантăр!

 Чăваш Республикин

  Пуçлăхĕ                                                                                                    М.Игнатьев.



15 мая 2012
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter