Вăрмар районĕ: чи лайăххисем паллă

Раççей Почти профессиллĕ конкурссем ирттерес йăлана малалла тăсать. Раççей Почтин Чăваш Енри филиалĕ почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн чи лайăх начальникне суйланă. Конкурса пурĕ 11 çын хутшăннă. Вăрмар почтамтчĕн чысне Надежда Мясникова хÿтĕленĕ. 3 турпа иртнĕ конкурсра почта ĕçченĕсен хăйсен пултарулăхне, тавçăрулăхне кăтартмалла пулнă. 5 сехет хушши тăсăлнă тĕрĕслев хыççăн жюри членĕсем 2 çĕнтерÿçĕ ятне пĕлтернĕ. Хула тăрăхĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн чи лайăх начальникĕ ята Н.Мясникова тивĕçнĕ.

Почта çыхăнăвĕн ĕçне Надежда 2006 çулта оператортан пуçланă. Çулталăкран ăна производство участокĕн начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ, 2008 çултан вара пултаруллă хĕр арăм Вăрмар поселокĕнчи почта çыхăнăвĕн тĕп уйрăмĕн начальникĕ. Ялти почта çыхăнăвĕн чи лайăх начальникĕ Елчĕк районĕнчи Алманчăри М.Аляшкина пулнă. Финала тухнă маттурсене çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн председателĕ В.Галкина LCD-телевизорсем парнеленĕ. Майăн 24-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсем Атăлçи Федераллă округри ĕçтешĕсемпе Хусанта тĕл пулĕç, чăваш почтальонĕсен чысне хÿтĕлĕç.

Тĕплĕнрех...


15 мая 2012
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter