Çулсемшĕн сăмах тивнĕ

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă. Патшалăх хуçалăхсене пулăшу кÿнине пайăррăн палăртнă. Сăмахран, кăçал республика валли çăмăллăхлă хакпа уйăрнă дизель топливин виçи иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан чылай пысăкрах. Унсăр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей энергетика министрĕпе Сергей Шматкопа курнăçнă хыççăн лимита тата 2 пин тонна ÿстернĕ.

Кăçал акакан лаптăксене те пĕлтĕрхинчен 3,75 пин гектар пысăклатма палăртнă. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тата пăрçа йышши культурăсене 111,4 пин гектар акнă - планпа пăхнин 58%. Шăмăршă, Елчĕк, Вăрнар, Канаш, Тăвай районĕсенче ĕçсем аван пыраççĕ. Çав вăхăтрах Çĕмĕрле районĕнче 300 гектар кăна акнă - планăн 10% чухлĕ.

Министр çавăн пекех 15 районта çĕр улми лартма пуçланине палăртнă, çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне 3,6 пин гектар лартнă. Михаил Игнатьев муниципалитетсенче çĕре ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене арендăна панă чух тухса тăракан чăрмавсем çинче чарăнса тăнă: «Çĕр çинче ĕçлес кăмăллă предпринимательсем пур. Муниципалитетсен влаçĕсен вĕсене чăрмантармалла мар. Çĕре арендăна илессипе çыхăннă процедурăсене чăрмавсăр пурнăçлассине тивĕçтермелле».

Çулсем çинчи аварисен шутне чакарас, вĕсенчен сыхланас тĕллевлĕ мероприятисем çинчен ЧР шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев каласа панă. Пĕлтĕр республикăри 10 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче аварисен, вĕсенче вилнисен шучĕ ÿснĕ. Çĕрпÿ районĕнче ÿсĕм уйрăмах пысăк: виçĕм çул 24 çын вилнĕ, пĕлтĕр 44 çын пурнăçĕ татăлнă. Канаш, Шупашкар хулисенче, Шăмăршă, Вăрнар районĕсенче ачасем çул çинче инкеке лекнĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Шел, аварисен шучĕ ÿсес туртăм кăçал та сирĕлмен.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Вĕренÿ министерствине автошкулсен ĕçне тишкерсе хаклама сĕннĕ. Вĕсенчен чылайăшĕнче водительсене япăх хатĕрлеççĕ. Кирлĕ пулсан унашкал шкулсене лицензисĕр хăвармалла.

 

Михаил Игнатьев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар влаçĕсене хуласенчи çулсем япăххишĕн çивĕч критикленĕ. Çулсене юсассине питĕ ерипен пурнăçланине палăртнă, ку енĕпе талăк тăршшĕпех ĕçлеме сĕннĕ. Михаил Васильевич çулсене юсассине çирĕп тĕрĕслесе тăманшăн Строймин ĕçне те сивленĕ.

Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи тапхăра мĕнле хатĕрленни çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Осипова каласа панă. Кăçал çак кампани валли мĕн пур шайри бюджетран 301 млн тенкĕ ытларах уйăрма палăртнă, ку пĕлтĕрхинчен кăшт нумайрах. Çуллахи тапхăрта пурнăçри йывăр лару-тăрури ачасемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлесшĕн. Унашкаллисем валли ятарлă сменăсем йĕркелеççĕ, инвалид ачасем валли те ятарлă пултарулăх сменисем пулаççĕ. Пĕтĕмпе çуллахи тапхăрта тĕрлĕ кану тата сывлăх учрежденийĕнче асăннă категорири 34,5 пин ача канĕ.

Кăçал ачасене лагере яма çырнă заявкăсене ашшĕ-амăшĕнчен пĕрлехи электрон тытăмĕ урлă йышăннă. Шупашкар хула администрацийĕн серверĕн ĕçĕнче малтан пулнă кăлтăксене сирнĕ. Пĕтĕмпе 8,3 пине яхăн путевка валеçнĕ. Шел те, тĕп хулара заявкăсен 22% тивĕçтереймен, Çĕнĕ Шупашкарта, Йĕпреç, Канаш районĕсенче те путевкăсем пурне те çитмен. Тивĕçлĕ тытăмсемпе влаç органĕсем сывлăх учрежденийĕсене вăхăтра уçас, вĕсенче кирлĕ условисем йĕркелес енĕпе мерăсем йышăнаççĕ. Анчах чăрмавсем те çук мар. Чи малтанах хушма укçа кирлĕ. Канупа сывлăх организацийĕсен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатма, лагерьсен инфратытăмне аталантарма, юсав ĕçĕсене пурнăçлама хушма 56 млн тенкĕ ытла уйăрмалла.

Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери кинофестивале мĕнле хатĕрленнипе культура министрĕ Роза Лизакова паллаштарнă. Фильмсем кăтартмалли, тĕл пулусем йĕркелемелли вырăнсем паллă ĕнтĕ. Вĕсем Шупашкарта кăна мар, Атăл леш енче, Красноармейски тата Çĕмĕрле районĕсенче те пулĕç. Фестиваль вăхăтĕнче Культура институтĕнче театр тата кино артистки Татьяна Малышицкая ертсе пынипе киношкул ĕçлĕ. Экспертсен йышĕнче - Олег Ковалев, Али Хамраев режиссерсем. Киношкулта пĕлÿ илнисене свидетельство парĕç. Вĕренÿ - тÿлевсĕр.

Чăваш çĕрĕ çинче 40 ытла режиссер, продюсер, паллă актер, кинокритик пулĕ, çав шутра ют çĕр-шывсенчен те килеççĕ - Таджикистанран, Азербайджанран, Грузирен, Эстонирен. Фестиваль официаллă майпа çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Çеçпĕл» кинотеатрта уçăлать. Çĕнтерÿçĕсене çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драмтеатрĕнче савăнăçлă лару-тăрура чыслама палăртнă.

  Н.АНДРЕЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter