Хавхаланса вăй хума меслетсем çителĕклĕ

Ял çынни çак тапхăрта канăçне çухатрĕ - сывлăш çавăрмалăх та пушă самант çук унăн. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать» тенине асран кăлармасăр вăй хурать. Уй-хиртен каç пулмасăр та кĕмест: сухалать, кăпкалатать, акать, лартать. Пытарма кирлĕ мар - çур аки чылай çĕрте йывăрлăхпа иртет.

Хĕрÿ вăхăтра пулăшу панин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак тĕллевпе шăмат кун Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар районĕсенче пулчĕ, хресченшĕн яваплă ĕç-хĕл мĕнле пынипе тĕплĕ паллашрĕ. Малтанах вăл Шуршăл ял тăрăхĕн территорийĕнче хальтерех йĕркеленнĕ «НамЭКО» обществăн уй-хирне çитсе курчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Юрий Моисеевпа «Сувар-2» суту-илÿ предприятийĕ» обществăн директорĕ Александр Никоноров районта тата «НамЭКО» обществăра çурхи ĕçсем кал-кал пыни çинчен каласа кăтартрĕç. Сăмах май, «НамЭКО» тата «Смак-агро» обществăсем шăпах «Сувар-2» тытăмне кĕреççĕ.

«НамЭКО» çамрăк-ха: йĕркеленĕренпе шăпах çулталăк çитнĕ. Усă куракан çĕрĕ - 2597 гектар: 674-шĕ харпăрлăхра, 615 гектар - вăрах вăхăтлă арендăра, 1308-шĕ - кĕске вăхăтлинче. Кăçал вунă çула яхăн усă курман 150 гектара пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Кĕрхи культурăсене 220 гектар акнă. Специалистсем каланă тăрăх - лайăх хĕл каçнă, пысăк тухăç шантараççĕ. Çуртрисене 1934 гектар акмалла, çав шутран 1500 гектарне пĕрчĕллĕ культурăсем йышăнĕç. Ытти куккурус /150 гектар/, рапс /100 гектар/, çĕр улми /30 гектар/ тата пахча çимĕç /4 гектар/ валли.

Çур акине лайăх хатĕрленнĕ. 300 тонна удобрени кÿрсе килнĕ. Вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ. Машина-трактор паркĕ пуянлансах пырать. Кăçал 33 млн тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянма палăртнă. Республика Пуçлăхĕ хуçалăхра пулнă кун кунта çурхи ĕçсен калăпăшĕн çуррине ытла пурнăçланăччĕ. Хуçалăх тата вырăнти влаç органĕн ертÿçисем уй-хир ĕçне çитес эрнере вĕçлесси çинчен пĕлтерчĕç.

Михаил Игнатьев çавăн пекех «Смак-агро» обществăн Шуршăлти сĕт-çу ферминче пулчĕ. Районти кал-кал ĕçлекен, производство хăватне ÿстерсе пыракан предприятисен йышне кĕнĕскер пĕлтĕр 108 пушмак пăру туяннă, ферма хуралтисене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, «Делаваль» фирмăра кăларнă сĕт пăрăхĕпе ытти оборудование вырнаçтарнă, кашни ĕне умне апат çитерекен механизма тата ăна валеçекен «Микс-10» миксера хута янă. Çамрăк пăрусем валли хăтлă уйрăм пÿлĕмсем ăсталанă. Хальхи вăхăтра фермăри объектсене газ кĕртеççĕ.

Ферма ĕçченĕсене хастарлăхшăн тав туса çĕнĕ ÿсĕм суннă хыççăн Михаил Васильевич тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕн мемориал комплексне кĕмесĕр тăма пултараймарĕ. Часавайра паллă ентешĕмĕре пуç тайрĕ, унăн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕ, Космонавтика музейĕн экспоначĕсемпе паллашрĕ. «Хаклă хăнасен аллейинче» кăвак чăрăш /шучĕпе - 74-мĕш/ лартрĕ.

Сĕнтĕрвăррисемпе сыв пуллашнă хыççăн Михаил Игнатьев Шупашкар районне çитрĕ. Чи малтанах ăна «Атăлçи çул-йĕр строительствин тракторĕсемпе машинисем» акционерсен хупă обществинче кĕтсе илчĕç. Хăйĕн пахалăхлă агрегачĕсемпе вăл ырăпа палăрнă. Коллективра - 66 çын, вăтам шалу - 12 пин тенке яхăн. Пĕлтĕрхи раштавра «Çул-йĕр строительствин машинисемпе тракторĕсене юсамалли цеха хута ярасси тата оборудовани монтажĕ» инвестици проектне пурнăçа кĕртме тытăннă, хакĕ - 5 млн тенкĕ. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркелениех саккас нумай пулнине çирĕплетет. Михаил Васильевич обществăн кашни цехĕнче пулчĕ, рабочисемпе калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

«Атлашевский» ял хуçалăх кооперативĕ те çÿлерех асăннă хупă обществăн тытăмĕнчех. Тахçан юхăннă, ниепле те ураланайманскере «технарьсем» алла илнĕ хыççăн кооператив пурнăçне çĕнĕ варкăш уçăлтарнă - пур çĕрте те пуртă-мăлатук сасси. Фермăсене хĕллехи тапхăра юсаççĕ, техника паркĕнче те - ĕç шавĕ. Тĕпре - рабочисен ĕç условийĕсене лайăхлатасси. Фермăра акă вĕсем валли кану пÿлĕмĕсем, апатланмалли ятарлă вырăн янтăланă. Сауна та пур.

 

- Мана хуçалăх аталанăвĕшĕн вăй хурас туртăм пысăк пулни савăнтарать, - терĕ «Атлашевский» кооператив управляющийĕ Сергей Михайлов. - Апла тăк çитĕнÿпе ÿсĕм çулĕ çине тухатпăрах.

Кооператив Аслă Британирен герефорд ăратлă вунă пăру кÿрсе килнĕ. Сăмах май, Британире ăна 18-мĕш ĕмĕртех ĕрчетме тытăннă. Талăкра 1,5 кг ÿт хушать. Ытларах какайлăх самăртаççĕ. Сергей Валерьевич пĕлтернĕ тăрăх - кооперативра сăвакан ĕне шучĕ те палăрмаллах ÿснĕ. Халĕ аш производствине аталантараççĕ. Ăна çулталăкра 50 тоннăна çитерме палăртаççĕ.

Михаил Игнатьев кооператив ертÿлĕхĕн ĕç-хĕлĕпе кăмăллă пулнине пытармарĕ, малашне те тăрăшуллă вăй хума ырă сунчĕ.

  Юрий СТЕПАНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter