Вăнар районĕ: кăтартусем ÿсеççĕ

Çурхи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене районта 9670 гектар акса хăвармалла. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне ĕç кăтартăвĕ – 7212 гектар е плана 75 процент пурнăçланă. Çурхи тулă 2026 гектар, урпа – 4600, пăрçа йышши культурăсем 585 гектар акса хăварнă.

«Луч», «Мураты» хуçалăхсем пулас тухăç никĕсне хывса пĕтернĕ, «Победа», «Юнтапа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор», «Знамя» кооперативсен, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсен, Алексей Игнатьевпа Игорь Сергеев фермерсен хуçалăхĕсен тырă пуссинче те ĕç вĕçленмелле. Кĕр тыррисен пĕр лаптăкĕ çанталăк условийĕсене пула пĕтнине шута илсе «Луч» кооперативра çурхисене планпа палăртнинчен 130 гектар ытларах акса хăварнă. «Кĕçех уй-хир ем-ешĕл кавирпе витĕнĕ», – савăнăçне пытармарĕ Вячеслав Егоров механизатор (сăн ÿкерчĕкре).

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пуринчен пысăк: тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 3148 гектар акмалла. Çак вăхăт тĕлне пулас тухăç никĕсне 1840 гектар хывнă.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăракансем çуллен кукуруза çитĕнтереççĕ. Акă Вăрнарти аш-какай комбиначĕ хальлĕхе 155 гектар акнă.

Кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе 3707 гектар (65,1 процент), нумай çул ÿсекен курăксене 3455 гектар (41,8 процент) апатлантарнă.

Районти аграрлă предприятисем çĕр улмине пĕтĕмпе 251 гектар (19,1 процент) лартнă. Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕнче ĕç кăтартăвĕ ытти аграрлă организацисенчен пысăкрах – «иккĕмĕш çăкăр» 60 гектар лартнă. «Мураты» кооперативра та хастар тăрăшаççĕ: çĕр улми 50 гектар лартнă.



16 мая 2012
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter