Суйлав никĕсĕ çирĕп пултăр

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ пирки черетсĕр теме те юрать-тĕр. Ырана хăвармасăр татса памалли ыйтусем пур - çавăнпа ларăва яланхи пек юн кун мар, эрне пуçламăшĕнчех ирттернĕ. Сăмах - суйлавсемпе çыхăннă саккунсен проекчĕсем пирки.

Федераци шайĕнчи тивĕçлĕ саккунсем вăя кĕнĕ ĕнтĕ - Президент вĕсене çак уйăх пуçламăшĕнче алă пуснă. Халĕ республика шайĕнче саккунсене Раççейĕннипе килĕштермелле. ЧР Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарнă май юстици министрĕ Надежда Прокопьева улшăнусем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Проектра Чăваш Ен Пуçлăхне республика территорийĕнче пурăнакансем пĕр тан тата тÿрĕ суйлав правипе усă курса вăрттăн сасăласа 5 çуллăха суйлассине палăртнă. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн Пуçлăх полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех пĕтермелли сăлтавсене анлăлатнă. Çавна май Чăваш Ен саккунĕнче ЧР Пуçлăхне республика территорийĕнче регистрациленнĕ суйлавçăсем каялла чĕнсе илессине пăхса хăварнă. РФ Президенчĕн шанăçне çухатнă май полномочисене вăхăт çитмесĕрех вĕçлемелли сăлтава уçăмлатнă. Çав шанăçа çухатма пултарассин сăлтавĕсенчен пĕри - Пуçлăх тĕлĕшпе коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртни.

Ларăвăн кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту пĕрремĕшĕпе тачă çыхăннă - «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» саккун проектне тишкересси. Ку проектпа та Надежда Викторовна тĕплĕн паллаштарчĕ. Пулас саккун ЧР Пуçлăхĕн суйлавне ирттермелли йĕркене палăртать. Проектра çирĕплетнĕ тăрăх Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнмашкăн пассивлă суйлав правиллĕ, ют çĕр-шыв гражданлăхĕсĕр, Раççейре яланах пурăнмалли правăна çирĕплетекен тата 30 çул тултарнă Раççей гражданинĕ суйланма пултарать. Кам суйланма пултарайманнине те пайăррăн палăртнă. Унашкаллисен шутĕнче - Пуçлăх должноçĕнче ĕçленĕ, ЧР Патшалăх Канашĕ шанманнине кура хăйĕн ирĕкĕпе полномочисене вĕçленĕ гражданин.

Субъектсен ертÿçисене суйлама тытăнассине кура пысăк çак должноçа тивĕçсĕр çынсем лекесрен сыхланмалли фильтрсем пулмалли пирки Раççей Президенчĕн шайĕнчех калаçу пулнăччĕ. Паллах, çакна вырăнсенче шута илеççех. Çавна май асăннă саккун проектĕнче те хайхи «ала» пулать. Сăмахран, ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли кандидатсене политика партийĕсем /кашни парти пĕр кандидатран ытла мар/ тăратаççĕ, çынсем хăйсем тĕллĕн те хăйсен кандидатурисене тăратма пултараççĕ. Кандидатсене муниципалитетсен халăх суйланă органĕсен депутачĕсен саккунра палăртнинчен кая мар йышĕ ырламалла. Хăй тĕллĕн тăратнă кандидатăн регистрациленме çынсене алă пустармалла - Чăваш Енре регистрациленнĕ суйлавçăсен 0,5% танлашакан йышĕнчен кая мар. Сăмах май, федераци саккунĕнче ку виçене 0,5-2% шайĕнче палăртнă, самай тавлашнă хыççăн пирĕн ĕç ушкăнĕ чи пĕчĕк виçене йышăнас тенĕ. Политика партийĕсене çынсене алă пустарассинчен хăтарнă.

Вăл е ку кандидатшăн сасăлава хутшăннă йышăн 50% ытларах пайĕ сасăласан вăл Пуçлăха суйланнă шутланать. Пĕр кандидат та ун чухлĕ сасă пухаймасан - тепĕр тур. Унта вара ытларах сасă пухнă кандидат çĕнтерет.

Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров саккун проекчĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе - муниципалитетсен шайĕнче палăртнă «ала» халăх ырламан çынсем ертÿçĕ пуканне йышăнасран шанчăклăн сыхланма пулăшĕ.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов парламентăн çитес сессийĕнче саккуна пĕрремĕш вулавпа кăна йышăнма палăртни çинчен пĕлтерчĕ: «Ун хыççăн ăна халăхпа тĕплĕ сÿтсе явма вăхăт пулĕ». Саккуна утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнĕç.

Вăхăт пуррипе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килĕшрĕ. Çавна май, унăн шухăшĕпе, «пĕтĕмпех тĕплĕ тишкермелле, мĕн кирлине проекта май пур таран туллин хывса хăвармалла - кайран никамăн та пире хĕстерчĕç теме сăлтав ан пултăр. Демократие, халăхпа сÿтсе явассине тата уççăнлăха туллин тивĕçтермелле».

Правительство членĕсем çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç, вырăнсенчи тытăмсене пĕтерсе вĕсен вырăнне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденине туса хума йышăнчĕç.

 Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter