Хастарсене патшалăх та пулăшĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Промышленноç автоматикин тытăмĕн конструкторсен ятарлă бюровĕ» общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Вăл Шупашкарти Афанасьев урамĕнче вырнаçнă. Çĕр-шыври, ун тулашĕнчи атом электростанцийĕсем валли вун-вун тĕрлĕ электрооборудовани туса кăларать. Предприятие 1960 çулта хута янă. Çур ĕмĕр ытла электроприборсем хатĕрлет. Вĕсене Индие, Китая, Армение, Украинăна, ытти патшалăха ăсатаççĕ.

Михаил Васильевич производство кăтартăвĕпе кăсăкланчĕ. АО пĕлтĕр 101,6 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă, укçа-тенкĕ кризисĕчченхи шая çитнĕ. Ăна кăçал иртнĕ çулхинчен ытларах туса кăларма тĕллев лартнă. 2009 çулхи йывăрлăха пĕтернĕ, производство калăпăшне аванах ÿстернĕ. Тăватă çул каяллахипе танлаштарсан тĕп фондсене инвестици 1,8 хут нумайрах хывнă. Бюрора вăй хуракан кашни çын пуçне 700 пин тенкĕлĕх тавар хатĕрленĕ, 5,5 миллион тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ. Шалу та аван: 2009 çулта - 11926, 2010 ç. - 15901, 2011 ç. 17905 тенкĕ ĕç укçи панă.

Коллектив ÿсĕм çулĕпе пыни куç кĕрет. Кризисра та тăкак курман. Хальхи вăхăтра 138-ăн тăрăшаççĕ. Пысăк квалификациллĕ специалистсем. Республика Пуçлăхĕ производство хăй евĕрлĕхне тишкерчĕ. АО специалисчĕсем малтан потребительсем мĕнлерех электромеханизмсем ыйтнине тĕпчеççĕ. Унтан вĕсен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса паха тавар ăсталаççĕ. Пĕтĕмпех хăйсем шухăшласа кăларни. АЭСсене тивĕçтермелли приборсен списокĕнче - ик çĕре яхăн механизм.

- Республикăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе 2010-2020 çулсенче аталантармалли программипе килĕшÿллĕн бюро пĕлтĕр технологие çĕнĕлĕх хывса тавар туса кăларнăшăн патшалăх хыснинчен - 4, ăна чикĕ леш енне ăсатнăшăн 0,4 миллион тенкĕлĕх субсиди илчĕ, - пĕлтерчĕ общество директорĕ Александр Зеленов. - Пулăшнăшăн республикăна пысăк тав.

Михаил Игнатьев «Корпорация Электроаппарат» обществăна та çитсе курчĕ. Вăл - тĕп хулан кивĕ автовокзалне хирĕç. Нефтьпе газ отраслĕ, тимĕр шăратакан, машинăсем туса кăларакан заводсем валли тĕрлĕ электропродукци нумай ăсталать. Кризис ăна та ура хунă. 2009 çулта тавар питĕ сахал ăсатнă. Виçĕм çул вара ÿсĕм çулĕ çине тăнă: 30 миллион тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ. Кăçал производство калăпăшне татах ÿстересшĕн. Анчах предприятие малалла талпăнма чăрмантаракан тĕслĕх те чылай. Сăмахран, общество продукцине туянакансем саккунпа килĕшÿллĕн тендер ирттереççĕ. Унта «Корпорация Электроаппарат» та хутшăнать, таварне сутма вара ирĕк çĕнсе илеймест. Сăлтавĕ общество начар продукци туса кăларнинче мар. Тендер ирттерекенсем ыйтăва хăш-пĕр чухне пахалăхпа кăсăкланмасăрах татса параççĕ. Общество хăйне «айккине тĕртсе хăварнăран» темиçе хутчен те потребительсĕр юлнă: продукцие вăхăтра сутайман. Çавна пула 2009 çулта - 3,68, 2011 çулта 1,39 миллион тенкĕлĕх тăкак курнă. Кăçал коллектив миллион тенкĕлĕх таса тупăш илме ĕмĕтленет.

- Республикăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли программипе килĕшÿллĕн общество иртнĕ çул патшалăхран пĕр миллион тенкĕлĕх пулăшу илчĕ, - терĕ Юрий Оболенцев директор. - Субсиди уйăракан комиссие кăçал та бизнес проекчĕ хатĕрлесе тăратăпăр.

Михаил Васильевич ку ĕçе тирпейлĕ тата вăхăтра пурнăçлама сĕнчĕ. Производствăна çĕнĕлĕх кĕртсе, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологипе усă курса продукци хатĕрлекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене республика кăçал та субсиди уйăрĕ. Бизнесменсем ăна тăкакăн пĕр пайне саплаштарма ярĕç.

Республика Пуçлăхĕ икĕ общество ĕç-хĕлне тишкернĕ хыççăн çапла пĕтĕмлетрĕ:

- Чăваш Енри вăтам тата пĕчĕк предприятисем çĕр-шыври, ун тулашĕнчи компанисемпе тупăшсах продукци туса кăлараççĕ. Çынсене ĕçпе тивĕçтереççĕ, налук куçараççĕ. Апла пулсан вĕсене республика хыснинчен укçа уйăрса мĕншĕн тĕрев парас мар? Пулăшмаллах? Çапла тăвăпăр та.

 Юрий МИХАЙЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter