Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнче пулнă

Çак кунсенче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнче пулнă, Сергей Михайлов фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Кунта 30 пин ытла путене, 498 кăвакал, 6617 хур, 6 страус усраççĕ. Çакнашкал хресчен хуçалăхĕ Чăваш Енре пĕрре çеç. Вăл республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ. Унăн продукцине Чул хула, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче, Тутарстан, Мари Эл республикисенче хапăл тусах туянаççĕ. Африка страусне 2005 çултанпа ĕрчетеççĕ. Кашни ами çулталăкра 40 çăмартаран кая мар тăвать. Пĕри 5 килограма яхăн таять. - Рабочисем кайăк-кĕшĕке зоотехник ертсе пынипе пăхаççĕ, - пĕлтерчĕ фермер. - Çирĕплетнĕ йĕркепе тăрантараççĕ. Иртнĕ çулсенче йыш пысăкрахчĕ. Çынсем страус ашне килĕштернĕрен, питĕ ыйтнăран нумайăшне пусрăмăр. Хамăр инкубаторта чĕпĕ кăларатпăр - пĕчĕк чухнех сутатпăр. Михаил Васильевич витесене кĕрсе курнă. Ирĕке хăнăхнă путене читлĕхре те лайăх ĕрчет-мĕн. 20 пине яхăн ама кашни талăкра 13 пин çăмарта тăвать. Ăна малтан - Чул хулана, унтан юнашар регионсене ăсатаççĕ. Хула çыннисем юратсах илеççĕ, чăх çăмартинчен те тутлăрах теççĕ. Республика Пуçлăхĕ фермерăн ĕç кăтартăвне пĕтĕмлетсе производствăна сарма сĕннĕ. Ял хуçалăх министерствине сухаламан мĕн пур çĕре кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме хушнă.



17 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter