Йĕпреç районĕ: Пучинкере "Чăваш вăййи" уяв иртрĕ

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пучинкери вăтам шкул çумĕнчи ешĕл стадион шкул ачисене, вĕрентекенсене, хаклă ял-йыша, хăнасене «Чăваш вăййи» уявне пуçтарчĕ. Халăх йăли-йĕркине, сăмахлăхне, юрри-кĕввине сыхласа хăварас тěллевпе йĕркеленĕ уява ирттерме пуçланăранпа 15 çул çитрĕ. Ăмсанмалла хитре тĕрĕ-эрешлĕ, ахах-мерчен тухьяллă чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем, вĕрентекенсем, хăнасем тăватă картана тăрса чуна уçăлтаракан сăвă-юрăпа, ташă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Концерта вĕрентекенсем илемлĕ ташăпа уçрĕç, ун хыççăн кашни класс хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Чи хаваслă самант аслă класра вĕренекен хĕрсемпе каччăсен тупăшăвĕ пулчĕ. Хĕрсем кĕвентепе шыв йăтрĕç, чечексем пуçтарчĕç, каччăсем пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç, вĕрен туртрĕç.

Уява специалистсен хушма професси вĕрентĕвĕ (квалификацине ÿстерекен) Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин методисчĕсем Петрова Л.Г., Смирнова Л.А., Иван Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори теорийĕпе музыка методикин кафедра заведующийĕ Галкина В.Л., алгебра кафедрин доценчĕ Яников А.В., Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Шупашкарти 9-мĕш номерлĕ шкулăн музыка вĕрентекенĕ Глякина Р.В., Муркаш тата Йĕпреç районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Çак кун кунĕпех ял урамĕсенче чăваш тумĕллĕ хĕр ачасемпе арçын ачасене курма май пачĕ.

Тĕплĕнрех



17 мая 2012
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter