Ырă тĕслĕх анлă сарăлтăр

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнче пулчĕ, Сергей Михайлов фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта 30 пин ытла путене, 498 кăвакал, 6617 хур, 6 страус усраççĕ. Çакнашкал хресчен хуçалăхĕ Чăваш Енре пĕрре çеç. Вăл республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ. Унăн продукцине Чул хула, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче, Тутарстан, Мари Эл республикисенче хапăл тусах туянаççĕ.

Африка страусне 2005 çултанпа ĕрчетеççĕ. Кашни ами çулталăкра 40 çăмартаран кая мар тăвать. Пĕри 5 килограма яхăн таять.

- Рабочисем кайăк-кĕшĕке зоотехник ертсе пынипе пăхаççĕ, - пĕлтерчĕ фермер. - Çирĕплетнĕ йĕркепе тăрантараççĕ. Иртнĕ çулсенче йыш пысăкрахчĕ. Çынсем страус ашне килĕштернĕрен, питĕ ыйтнăран нумайăшне пусрăмăр. Хамăр инкубаторта чĕпĕ кăларатпăр - пĕчĕк чухнех сутатпăр.

Михаил Васильевич витесене кĕрсе курчĕ. Ирĕке хăнăхнă путене читлĕхре те лайăх ĕрчет-мĕн. 20 пине яхăн ама кашни талăкра 13 пин çăмарта тăвать. Ăна малтан - Чул хулана, унтан юнашар регионсене ăсатаççĕ. Хула çыннисем юратсах илеççĕ, чăх çăмартинчен те тутлăрах теççĕ.

Хуçалăх 2006 çултанпа - хур, 2009 çултанпа кăвакал ĕрчетет. Пĕлтĕр 1500 тонна хутăш апат хатĕрлемелли цех хута янă. Унăн çуртне çĕклеме 5 миллион тенкĕ хывнă. Кăçал путене цехне модернизацилесшĕн.

Республика Пуçлăхĕ фермерăн ĕç кăтартăвне пĕтĕмлетсе производствăна сарма - çĕнĕ вите тума çĕр лаптăкĕ илме - сĕнчĕ. Фермер ыйтăва вырăнти влаç органĕсемпе пĕрле пăхса тухма пулчĕ.

Михаил Игнатьев Ял хуçалăх министерствине сухаламан мĕн пур çĕре кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме хушнă. Йышăнăва вырăнта мĕнлерех пурнăçлаççĕ-ха? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе малтан Метикасси ял тăрăхне çитрĕ. «ВДС» общество тыр-пул çитĕнтерме унта 371 гектар çĕре 25 çуллăха тара илнĕ.

- Çурхи культурăсем 800 гектар акма пăхнă, - ака еплерех иртнипе паллаштарчĕ Лиана Иванова управляющи. - Паянхи кун тĕлне мĕн пур лаптăкăн 90 процентне паха вăрлăх варăнтарнă. Планран ирттерсе 400 гектар акма шухăшлатпăр...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăна тимлĕ итленĕ хыççăн общество председателĕн шухăшне пĕлесшĕн пулчĕ.

- Ÿсĕм çулĕпе сулмаклă утăмсем тума «ВДС» предприятие 5 пин гектартан кая мар çĕр кирлĕ, - хурав пачĕ «Воддорстрой» общество директорĕ Анатолий Федоров. - Сахалпа пысăк тупăш тăваймастпăр.

Вулакана пĕлме: «Воддорстрой» - «ВДС» йĕркелÿçи. Ертÿçĕ тĕп ыйтăва уççăн лартрĕ. Михаил Игнатьев районти мĕн пур парлак çĕре пусă çаврăнăшне хăçан кĕртесси пирки хурав пама ыйтрĕ.

- Пирĕн вăл 1215 гектар, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов. - Çу каçиччен ăна пĕтĕмпех кĕрхи культурăсем акма хатĕрлесе çитеретпĕр.

Мĕнех, Сергей Геннадьевич сăмаха çирĕп тытасса шанас килет.

Пуçлăх Чиричкасси ял тăрăхĕнче иртнĕ çулсенче çум курăк пусса илнĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси еплерех пынине те тĕпчерĕ. Автомашинăсем пырса чарăннă уй çумĕнче хăватлă трактор курăнчĕ. Вăл - «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕн. Механизатор тĕп хуларан пысăк хăна килнине асăрхарĕ те «тимĕр урхамахне» чарчĕ. Кабинăран налук инспекцийĕнче бухгалтерта вăй хунă Александр Ионов анчĕ. Патшалăх хĕсметĕнче ĕç укçи сахал тÿленĕрен трактор рулĕ умне ларнă иккен вăл.

Ют çĕр-шывра туса кăларнă трактор 7 миллион тенкĕ ытла тăрать. Çĕре çемçетмелли хатĕрне вара 3 миллион тенкĕлле туяннă. Шел, чылай хуçалăх çакнашкал агрегата туянаймасть. Çавăнпа пушă выртакан лаптăксене республикăри е ун тулашĕнчи шанчăклă компанисене ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме тара пама тивет. Республика Пуçлăхĕ çакна «Ак Барс» холдинг компанийĕ» обществăн генеральнăй директорĕпе Иван Егоровпа тĕл пулнă чухне палăртрĕ. Филиал кĕрхисене - 500, çурхисене 1000 гектар акнă. Çитес кĕркунне вăрлăх варăнтарма 1000 гектар çĕр кăпкалатасшăн. Сухана темиçе агрегат явăçтараççĕ. Çапла вара филиалăн пусă çаврăнăшĕнче кăçалтан 2500 гектартан кая пулмĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter