Çынсем ыйтăва татса парасса шанаççĕ

Кĕçнерни кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Технотрон» наука-производство предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Унăн директорĕ Владимир Галкин ООО туса кăларакан продукципе, производство цехĕсемпе, ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ. Завод 20 çул ытла сварка оборудованийĕ хатĕрлет. Унпа нефтьпе газ пăрăхĕ хывакан, машина, карап тăвакан, çурт çĕклекен çĕр-çĕр организацие тивĕçтерет.

Предприятире темиçе тĕрлĕ аппарат пухаççĕ. Технологи еккине кашни служба хăйĕн тÿпине хывать. Михаил Васильевич ĕç мелĕпе кăсăкланнă хушăра слесарь станокĕсем хыттăн кĕрлерĕç, рабочисен пĕр ушкăнĕ аппарат пайне ăсталарĕ, тепри кăшкарне пуçтарчĕ. Бригадăсем хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕç. Сăмахран, Леонид Константинов монтажник предприятире 12 çул вăй хурать. Ăста специалистсенчен пĕри. Коллективра хисеплеççĕ ăна. Ĕçрен пăрахса кайма шухăшламасть. Ун пек рабочи заводра чылай. Коллектив малалла çирĕп утать. Республика Пуçлăхĕ ăна çитĕнÿтума ырă сунчĕ.

Çав кунах республика Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕн сăнав лабораторийĕн ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Михаил Игнатьев ку служба ĕçĕпе паллашма ахальтен килмен. Вăл маларах республикăри тирпейлекен предприятисем хресченрен йышăнакан сĕтĕн сутлăх хакĕ ял хуçалăх предприятийĕсене кăна мар, фермерсемпе килти хуçалăхсене те тивĕçтерменнине темиçе те палăртнă.

Лаборатори умĕнчи тĕллеве мĕнлерех пурнăçлани çинчен предприяти директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Егоров каласа пачĕ. Заводсем мĕнле йĕркепе продукци йышăннине ертÿçĕсем лайăх пĕлеççĕ. Хака тирпейлекен предприятисем хресченрен ыйтмасăрах палăртаççĕ. Ун пирки завод директорĕ мĕн калать - çапла пулать. Продукцие йÿнетес тĕллевпе темĕн те пĕр шухăшласа кăлараççĕ. Сĕт хакне пĕчĕклетекенсене хирĕç кĕрешме питĕ йывăр. Аграрисен интересĕсене хÿтĕлеме çак лаборатори пулăшу кÿме пултарать. Калăпăр, пахалăх пирки тавлашу сиксе тухсан сĕт тĕслĕхне кунта илсе килмелле. Техника регламенчĕ тĕлĕшĕнчен ăна тĕрлĕ енĕпе тĕпчеççĕ. Лаборатори çирĕп­летĕвĕ ыйтăва татса панă чухне кирлĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем выльăх апатне республика тулашĕнчен те турттараççĕ. Хăш-пĕр чухне вăл хресчене инкек кăтартать: чĕр чун чирлесе вилнĕ тĕслĕх те пулкалать. Сăлтавĕ - апатра. Анчах ăна лабораторире тишкерсе çирĕплетмелле.

Михаил Игнатьев предприяти картишĕн­­­чен автомашинăпа тухнăччĕ кăна - Пирогов урамĕнче пурăнакансен пĕр ушкăнĕ кĕтсе тăнине асăрхарĕ. Çынсем унпа тĕл пулма малтанах хатĕрленнĕ-тĕр. Хăшĕ-пĕрин аллинче - хут тĕрки. Пухăннисем Пирогов урамĕ­н­­­­­­чи 12 тата 12А çуртсен хушшинчи лаптăкра темиçе эрне каялла тума пуçланă пурăнмалли çурт строительствине чарса лартма ыйтрĕç. Çын йышлă çÿрекен вырăна тепĕр объект хĕссе лартни чăрмав кÿрет терĕç.

Малтан палăртман тĕл пулу çур сехете яхăн тăсăлчĕ. Республика Пуçлăхĕ ушкăн сĕнĕвне тимлĕ итлерĕ. Калаçăва пĕтĕмлетсе тавлашуллă ыйтăва тĕпчеме рес­публикăн строительство министрне хушасси, тĕп хула администрацийĕпе пĕрле комисси туса хурасси çинчен пĕлтерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter