Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Технотрон» наука-производство предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă

Кĕçнерни кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Технотрон» наука-производство предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Унăн директорĕ Владимир Галкин ООО туса кăларакан продукципе, производство цехĕсемпе, ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарнă. Завод 20 çул ытла сварка оборудованийĕ хатĕрлет. Унпа нефтьпе газ пăрăхĕ хывакан, машина, карап тăвакан, çурт çĕклекен çĕр-çĕр организацие тивĕçтерет.

Предприятире темиçе тĕрлĕ аппарат пухаççĕ. Технологи еккине кашни служба хăйĕн тÿпине хывать. Коллектив малалла çирĕп утать. Республика Пуçлăхĕ ăна çитĕнÿтума ырă суннă.

Çав кунах республика Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕн сăнав лабораторийĕн ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă. Михаил Игнатьев ку служба ĕçĕпе паллашма ахальтен килмен. Вăл маларах республикăри тирпейлекен предприятисем хресченрен йышăнакан сĕтĕн сутлăх хакĕ ял хуçалăх предприятийĕсене кăна мар, фермерсемпе килти хуçалăхсене те тивĕçтерменнине темиçе те палăртнă.

Лаборатори умĕнчи тĕллеве мĕнлерех пурнăçлани çинчен предприяти директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Егоров каласа кăтартнă. Михаил Игнатьев предприятирен тухсан - Пирогов урамĕнче пурăнакансемпе калаçнă.



21 мая 2012
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter