Шăмăршă районĕ: ялти хисеплĕ ветеран

Палтиелĕнчи кашни çемьере тенĕ пекех хаяр вăрçă хăйĕн хура йĕрне хăварнă. Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхе выртса юлнă арçынсем те чылай ялта. Иван Савельев хĕрлĕармееца та тăван кĕтесе таврăнма, савнă арăмне, юратнă ачисене ăшă ытама илме шăпа пÿрмен – 1941 çулта Смоленск таврашĕнче пынă юнлă çапăçура вăл паттăрсене вилĕмĕпе пуç хунă. Ялти ытти нумай хĕрарăмсем пекех, Татьяна Савельева йывăр хуйха ĕçре пусарнă. Хăйĕн пĕчĕк ывăлĕсене – Ильяпа Виталие выçлăхран хăтарса хăварас тесе ырми-канми тăрăшнă. "Красная Звезда" колхозра уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан колхозницăсене кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче çăнăх шÿрпи çитернĕ, пĕрер чĕлĕ çăкăр валеçнĕ. Ытти ачасен амăшĕсем пекех, Тяттюк аппа апатра шÿрпе кăна сыпнă, çăкăр чĕллине пир татăкĕпе тирпейлĕн чĕркесе саппун çумне – кăкăрĕ умне хĕстерсе чикнĕ. Амăшĕ çăкăр чĕллипе ĕçрен таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнине, час-часах кантăкран пăхнине лайăх ăнланнă вăл (ĕçре чухне вĕсене хунямăшĕ пăхнă). Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче те хăйĕн ачисене ура çине тăратас, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ. Ывăлĕсене ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Виталий Савельев 1959 çулта Палтиелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан юлташĕсемпе пĕрле Çурçĕр Казахстана тухса кайнă. Унта вăл механизаци шкулне вĕренме кĕнĕ. Тракторист удостоверенине илсен "хурçă утпа" Казахстанри совхозра çĕр сухаланă, акнă, транспорт ĕçĕсене пурнăçланă. Çурçĕр Казахстанрах Палтиел йĕкĕчĕ токарь ăсталăхне те илнĕ. Икĕ çултан Виталий тăван яла таврăннă (Илья тетĕшĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннă). Йĕкĕт малтан Шăмăршăри техника юсакан предприятире, кайран промышленность комбинатĕнче токарь пулса ĕçленĕ. Палтиелĕнчи вăтам шкулта ачасене биологипе вĕрентекен Р.И. Бочуринăпа пĕр çемьене пĕрлешсен Свердловск хулине пурăнма куçса кайнă. Унта Виталий Иванович заводра токарьте вăй хунă, Роза Ивановна – шкулта. Пилĕк çултан Савельевсем каллех Палтиелне – тĕп киле таврăннă. Виталий Иванович "Мир" колхозра токарь ĕçне пуçăннă, мăшăрĕ, Роза Ивановна, каллех шкулта биологипе вĕрентме пуçланă. В.Савельев яланах малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн тĕллевне пурнăçласа вăл Шупашкарти совпартшкула (советпа парти шкулĕ) вĕренме кĕнĕ. Унта икĕ çул вĕренсе килсен тăван колхозра парторгра ĕçлеме тытăннă. Пĕрлех заочнăй майпа Горькири партин аслă шкулĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. 1977 çулта Палтиелĕнчи "Мир" колхозпа Патирекри "Искра" колхоза пĕрлештерсе пысăклатса "Ленинская искра" хуçалăх туса хурсан В.Савельева колхоз председателĕн заместителĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак должноçра 10 çула яхăн ĕçлесен 9 çул ял Совечĕн председателĕнче тăрăшнă. Кайран Шăмăршăри пекарня директорĕ, "Мир" колхозра экономист пулса ĕçленĕ. 2003 çултанпа – тивĕçлĕ канура. Виталий Иванович хуть хăш ĕçре те тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă, хăйĕн сăпайлăхĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă, халăх шанăçне тÿрре кăларма тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна темиçе хутчен те ял тата район Совечĕсен депутатне суйланă, тĕрлĕ органсен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Савельевсем 3 хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте çемьеллĕ. Света Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, Таньăпа Оля – Шăмăршăра. Мăнуксем – вĕсем пиллĕкĕн – кукашшĕпе кукамăшне тулли савăнăç кÿрсе тăраççĕ. Чылай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн тата çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа район администрацийĕ нумаях пулмасть Хисеп грамоти парса чыслани те Виталий Ивановича хавхалантарчĕ.

Александр ГРИГОРЬЕВ.



21 мая 2012
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter