Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисемпе муниципалитетсен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисемпе муниципалитетсен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков республикăн пайăр инвестици программине 2012 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенче мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Кăçал çак программа валли республика бюджетĕнчен 2 млрд та 867,8 млн тенкĕ яма пăхнă. Алексей Табаков хăйĕн докладĕнче автомобиль çулĕсем тăвас тата юсас ыйтусем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. 2012 çулта Чăваш Ене çак тĕллевпе 800 млн тенкĕ уйăраççĕ. Канашлура патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн ĕçĕсене электрон йĕрки çине куçарас, ведомствăсен хушшинче электрон хутшăнăва йĕркелес ыйтупа ЧР Патшалăх çыхăнупа информатизаци комитечĕн председателĕ Николай Озеров доклад тунă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 19 пулăшу ĕçне электрон йĕркипе пама йышăннă. ЧР Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн ĕçĕсен порталĕнче пулăшу ĕçĕсен 459 тĕсне вырнаçтарнă. Николай Озеров палăртнă тăрăх 2012 çулта пулăшу ĕçĕсене электрон йĕрке çине куçарас тĕлĕшпе малалла тăрăшĕç. Михаил Игнатьев «пĕр чÿрече» принциппа патшалăх пулăшăвĕсем илекен граждансен йышне ÿстермеллине палăртнă. Часах - отпусксен, каникул тапхăрĕ. Халăх юхан шывсен, кÿлĕсемпе пĕвесен хĕрринче канма пуçлĕ. Çавна май канашлура шыва кĕмелли вăхăта хатĕрленес ыйтăва сÿтсе явнă. ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш пĕлтернĕ тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 17 пляжпа шыва кĕмелли вырăнсем уçма палăртаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пляж уçас ыйту çивĕч. «Ăна кĕске вăхăтра татса памалла», - тенĕ М.Игнатьев хула влаçĕсен умне тĕллев лартса.



22 мая 2012
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter