Мĕн пур ĕç-хĕле саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçламалла

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Право хуралĕн органĕсем республикăри экономика объекчĕсене криминаллă тытăмсем сăнаса тăрассине хирĕç мĕнле кĕрешнине тата малашнехи тĕллевсем пирки шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев каласа кăтартрĕ. «Преступленисен тĕсĕ, тытăмĕ çулсерен ылмашăнса пырать. Çавна май саккунсене улăштарма, уголовлă кодекса çĕнĕ статьясем кĕртме тивет, - терĕ вăл. - Юлашки вăхăтра пая кĕрсе çурт-йĕр тăвакансен укçи-тенкине вăрланă, амăшĕн капиталĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсрĕ. Ултавçăсем мĕнлерех йĕркепе ĕçлеççĕ-ха? Коммерци организацийĕсен ертÿçисем заем пани пирки пĕлтерÿ параççĕ, 10-50 пин тенкĕпе пурăнма юрăхсăр çурт туянаççĕ. Унтан вĕсене амăшĕн капиталĕн виçипе танлашакан хакпа сутса яраççĕ. 14 тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Преступниксен каварлашса йĕркеленнĕ ушкăнĕсемпе кĕрешесси - пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕлтен пĕри. Пилĕк çулта 520 яхăн çынна /2 пин ытла преступлени/ явап тыттарнă. Çав шутра Муркаш районĕнчи, Канаш, Çĕмĕрле, Куславкка, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи ушкăнсен ертÿçисем. Телее, хальхи вăхăтра республикăра преступниксен ушкăнĕсем, хăйсене «воры в законе» тесе калакансем, бюджет предприятийĕсене саккуна пăсса тытса тăракансем çук.

Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене чылай чухне суя майпа ĕçе илнĕ, пурлăх туяннине кăтартакан документсем хатĕрленĕ, ветучреждени ĕçченĕсем справка панă, преподавательсем зачет лартнă чухне т.ыт.те тăваççĕ. Çакăн йышши 200 яхăн /ку шутран 30-шĕ - сĕтевшĕн /взятка панăшăн/, 126-шĕ - должноçпа çыхăннисем/ преступление шута илнĕ, çÿллĕ шайри пилĕк чиновник тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Республика коррупци преступленийĕсене уçса парас тĕлĕшпе федерацин 20 регионĕ хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнать». Андрей Владимировичăн юлашки сăмахĕсем хыççăн республика Пуçлăхĕ пусăм тусах çапла хушса хучĕ: «Чăваш Республики - коррупци чи вăйлă аталаннă регион» текен йышлă. Анчах ку апла мар, пурте саккун ыйтнине пăхăнса ĕçлетпĕр. Тĕрĕс ăнланăр: Чăваш Ен преступлени тăвас тĕлĕшпе мар, уçса парас енĕпе иккĕмĕш вырăнта».

Владимир Метелин прокурор республикăра рейдерсем предприятисене ярса илни çинчен пĕлтерни чакса пыни пирки каларĕ. 2009-2012 çулсенче 15 уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕпрен илсен кун йышши преступленисем пысăках мар предприятисен пурлăхне çаратнипе çыхăннă. Владимир Георгиевич ача сачĕсем сахалли шкул çулне çитменнисен прависене пăснине палăртрĕ: «Шупашкар тата Улатăр хулисен, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне районĕсен хăй тытăмлăх органĕсем ача сачĕсен çурчĕсемпе тĕллевсĕр усă курнине асăрхамăш тăваççĕ. Акă Улатăрти «Солнышко» çуртĕнче темиçе организаци вырнаçнă. Саккун кун пеккине хирĕçлет. Ăна пушатма ыйтса суда тавăç тăратнă». Улатăр хула администраци пуçлăхĕ ыйтăва çапла уçăмлатрĕ: «Демографи лару-тăрăвĕ япăхланнă çулсенче çуртсене упраса хăварас тĕллевпе тĕрлĕ организаци-предприятие тара панă. Халĕ вĕсене, кирлĕ пулсан, каялла тавăрса тĕллевлĕн усă куратпăр». Прокурор палăртнă тăрăх - чылай район-хулара сусăр ачасен прависене хĕсеççĕ, вĕсене валли шкулчченхи пĕлÿ илме услови туса паман. Хăш-пĕр шкулта ашшĕ-амăшĕнчен укçа пухнине çирĕплетекен тĕслĕхсене шута илнĕ. Федераци саккунĕ «ыр кăмăллăх» чатăрĕпе хупланса пуçтарнă нухратпа усă курма чарать. Республикăри 61 вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсамалла. Прокурор тĕрĕслевĕсем çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕн, санитари нормисене пăснине тупса палăртнă. Шупашкар, Пăрачкав, Етĕрне, Йĕпреç, Çĕрпÿ районĕсенчи хăш-пĕр шкулта эвакуаци çулĕ çинчи урайсене, стенасене çунакан материалтан тунă. Вĕренÿ учрежденийĕсенче апатланма тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме те тивĕçлĕ услови çук. Элĕк, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене апатланма çăмăллăх парассине йĕркелемен.

Ача сачĕсенчи черет «паянхи кун нуши» пулнине вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов та палăртрĕ. «196 ушкăнлăх пÿлĕмпе тĕллевлĕн усă курмаççĕ. 2012-2014 çулсенче çĕнĕрен 45 садик хута яма палăртнă, - терĕ вăл. - Виçĕ çулта ку ыйтăва татса памалла. Сусăрсене психологи-педагогика пулăшăвĕ парасси малалла аталанĕ, ача сачĕсенче, шкул интернатсенче вĕсем валли хушма ушкăнсем уçăлĕç». Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, пĕлÿ илме тивĕçлĕ услови туса парасси те пĕлтерĕшлĕ. Владимир Николаевич çитес вăхăтра 78 шкул автобусĕ туянасси, çулталăк вĕçленнĕ тĕле мĕн пур транспорта ГЛОНАСС тытăмне куçарасси пирки пĕлтерчĕ. Кăçал 1-2 класс ачисене пурне те, 3-4 класрисен 80 процентне вĕренÿ кĕнекисемпе тÿлевсĕр тивĕçтерĕç. Республикăри кашни виççĕмĕш шкула юсама палăртнă. Вĕренекенсене информаципе тивĕçтересси, хальхи йышши технологисене пурнăçа кĕртесси, инçет вĕрентÿ мелне аталантарасси, видеосăнав тытăмĕпе анлăрах усă курасси... - ку ыйтусемпе малашне те ĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕ министр.

Михаил Васильевич вĕренÿ учрежденийĕсем апат-çимĕçе чылай хаклă хакпа туяннипе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ. Кун пек ĕç-хĕл Шупашкарта ытларах пулнине аса илсе хальхи вăхăтри лару-тăру пирки Алексей Ладыковран ыйтса пĕлчĕ. Муниципалитет саккасĕн службине йĕркеленĕ. Вăл электрон суту-илĕвне, çав шутра вĕренÿ учрежденийĕсем валли апат-çимĕç туянассине те, йĕркелет. Хаксем чакни, конкуренци вăй илни сисĕнет», - терĕ хула администрацийĕн ертÿçи. Республика Пуçлăхĕ çитес вăхăтра вырăна тухса тĕрĕслеме хушрĕ: «Бюджет укçине панă тăк - пирĕн ун пек ирĕк пур». Юлашкинчен Михаил Васильевич район-хула администраци пуçлăхĕсене, тивĕçлĕ органсене ларура палăртнă асăрхаттарусене шута илме, пурнăçа кĕртме хушрĕ.

 Валентина БАГАДЕРОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter