Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Строймаш» АХОн резинăпа техника изделийĕсем хатĕрлекен производствăпа паллашнă
Çу уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче япăх куракансен çăмăл атлетика енĕпе Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатне çĕр-шыври 20 регионăн спортсменĕ хутшăнать. Программăра: тĕрлĕ дистанцие чупасси, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикесси, сăнă, диск, йĕтре ывăтасси. Республика чысне Раççейри тĕрлĕ ăмăрту çĕнтерÿçисемпе призерĕсем - Александр Николаев, Святослав Евграфов, Александр Сорокин - хÿтĕлеççĕ. «Олимпийский» стадионта спорт уявĕ уçăлнă ятпа пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, япăх куракансен /çăмăл атлетика енĕпе/ Раççей пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Петр Буйлов ăшшăн саламланă, çăмăл атлетсене çĕнĕ кăтартусемпе савăнтарма ырă суннă. Унтан Михаил Васильевич «Строймаш» АХОн резинăпа техника изделийĕсем хатĕрлекен производствăпа паллашнă. Техника директорĕ Владимир Нюренберг 2010 çулта республикăра 5 млн тенкĕлĕх грант выляса илни, ку укçапа çĕнĕ оборудовани туянса ĕç тухăçлăхне 3 хут ÿстерни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Васильевич Шупашкар хулин влаç органĕсене «Строймаш» общество валли газ лимитне пысăклатма, малалла аталанма çĕр лаптăкĕ уйăрма хушнине пĕлтернĕ. Республика бюджетĕнчен производствăна вăйлатма 12 млн тенкĕ уйăрасси çинчен каланă. Пуçаруллисене - хастар предпринимательсене - республика влаçĕ малашне те пулăшасса шантарнă.