Шупашкарта чунпа çирĕпписем ăмăртаççĕ

Çу уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче япăх куракансен çăмăл атлетика енĕпе Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатне çĕр-шыври 20 регионăн спортсменĕ хутшăнать. Программăра: тĕрлĕ дистанцие чупасси, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикесси, сăнă, диск, йĕтре ывăтасси. Республика чысне Раççейри тĕрлĕ ăмăрту çĕнтерÿçисемпе призерĕсем - Александр Николаев, Святослав Евграфов, Александр Сорокин - хÿтĕлеççĕ.

Ĕнер «Олимпийский» стадионта спорт уявĕ уçăлнă ятпа пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, япăх куракансен /çăмăл атлетика енĕпе/ Раççей пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Петр Буйлов ăшшăн саламларĕç, çăмăл атлетсене çĕнĕ кăтартусемпе савăнтарма ырă сунчĕç.

Унтан Михаил Васильевич «Строймаш» АХОна çул тытрĕ. Резинăпа техника изделийĕсем хатĕрлекен производствăпа паллашрĕ.

Предприяти 2001 çулта хута кайнă, 97 çын ĕçлет. «КамАЗ» /Тутарстан/, «Автодизель» /Ярославль/, «Элара» тата «Промтрактор» /Шупашкар/, «Гидроавтоматика» /Самар/, çĕр-шыври тĕрлĕ тытăмлă ытти общество валли те паха тавар туса кăларать. «КамАЗ» АУО ытларах туяннă - 2011 çулта ăсатнă мĕн пур изделин 36,1 проценчĕ унăн.

Кунашкал завод Хусанта та пур иккен, анчах Анат Чаллăра машина туса кăларакансем вĕсенне мар, Шупашкара килсе туянаççĕ. «Пирĕн прокладкăсем пусăма чăтаççĕ, 60-70 градус сивĕрен пуçласа 210-230 градус ăшша çити тÿсĕмлĕ. Вĕсеннинчен 1,5-2,5 хут лайăхрах», - терĕ директорăн маркетинг тата суту-илÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Денис Нагорный.

Техника директорĕ Владимир Нюренберг 2010 çулта республикăра 5 млн тенкĕлĕх грант выляса илни, ку укçапа çĕнĕ оборудовани туянса ĕç тухăçлăхне 3 хут ÿстерни çинчен пĕлтерчĕ. «Тĕллев, - терĕ Владимир Яковлевич, - пахалăха лайăхлатса производство калăпăшне пысăклатасси».

Михаил Васильевич Шупашкар хулин влаç органĕсене «Строймаш» общество валли газ лимитне пысăклатма, малалла аталанма çĕр лаптăкĕ уйăрма хушнине пĕлтерчĕ. Республика бюджетĕнчен производствăна вăйлатма 12 млн тенкĕ уйăрасси çинчен каларĕ. Пуçаруллисене - хастар предпринимательсене - республика влаçĕ малашне те пулăшасса шантарчĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter