Муркаш районĕ: çур аки тата ĕç хăрушсăрлăхĕ

Çу уйăхĕ вĕçленсе пынă май çур аки те юлашки гетарсем çине куçса пырать. Ĕçсем кал-кал пыни лайăх-ха вăл, анчах вырăнсене тухсан уй-хирте вăй хуракансемпе вĕсен ĕçĕшĕн яваплă пулса тăракансем ĕç хăрушсăрлăхĕ çине алă сулни чуна ыраттарать. Иртнĕ кунсенчи черетлĕ тĕрĕслевсенче эпир Çатракасси, Шетмĕпуç тата Оринин ял тăрăхĕсенче пулса вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака-сухара ĕç хăрушсăрлăхне епле пăхăннипе паллашрăмăр.

 Эпир пынă кун таврара илемлĕ çанталăк тăратчĕ. Пур хуçалăхсенче те ака-суха агрегачĕсем хирте, ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсенче тимлетчĕç, юлашки гектарсене сухалатчĕç-акатчĕç.

Тухăçлăх хăрушсăрлăхран пуçланать Урамра 21-мĕш ĕмĕр тăнă чух тата çĕнĕ технологисем вăй илсе пынă вăхăтра çĕр ĕçĕнче техника пĕлтерĕшĕ малти вырăна тухрĕ.  Çĕнĕ техникăпа технологисене пăхăнасси тата  паян çĕнĕлле ĕçлеме çĕнĕ техника туянма вăй-хăватсем кăртăнкăраххи паян алăри пур техникăпа та хуçалла, тирпейлĕ ĕçлессине ыйтать.

Ял хуçалăхĕнче ĕç параканăн ĕçлекенсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса памалла. Çавăн чухне çеç ял хуçалăх аталанăвĕн малашлăхĕ куç умне тухать. Анчах пирĕн тĕрĕслев пур çĕрте те ун çине тимлĕ пăхманнине кăтартрĕ.

«Свобода» хуçалăхăн уйĕнче ака агрегачĕсем çаврăм хыççăн çаврăм тăватчĕç. Анчах акаçăсемпе таркторист хушшинче çыхăну çукки, акаçăсем иртсе çÿрекен вырăнти ĕçлев агрегачĕсене виткĕчсемпе хупламанни, сеялкăсене кăкарнă çĕрте страховка шплинчĕсем çукки, механизатор хăйĕн «хурçă утне» тракторист удостоверенийĕсĕр çынна «шанса пани», акаçăсем респираторсемпе усă курманни куçран пытанаймарĕç.

Мичурин яч. хис. агрофирма тракторисчĕ Г. Миронов пĕр докуменсăр ĕçе тухни, вăл çур акири хăйĕн ĕç условийĕсене пĕлменни вырăнти ĕçсем сăмахпа çеç пулса пынине кăтартрĕ.

Тракторсене эксплуатациленĕ чух хăрушсăрлăх техникине пăхăнманни, ĕçе ÿсĕр çынсене явăçтарни, пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăсни тата ĕç йĕркелĕвĕшĕн яваплисем ответлăха туйманни, механизаторсем пирвайхи медицина пулăшăвĕ пама пĕлменни те пирĕн тĕрĕслевре иккĕмĕш вырăна юлмарĕ. Камăн явап тытмалла-ши çакăншăн; Ертÿçĕсемпе яваплă специалистсем çакăн çине тĕрĕс хурав парасса кĕтетпĕр.

Халĕ каланине «Оринино» хуçалăхра ăнланни те пирĕнтен «пытанса» юлмарĕ. Хуçалăхра çур акине типтерлĕ хатĕрленнĕ, ĕç хăрушсăрлăхпе инструктаж ирттернĕ, ĕçлекенсене хÿтĕленÿ хатĕрĕсем панă. Черетре ĕç тумтирĕ пулас;

С. НИКОЛАЕВ, патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ

А. КУЗЬМИН, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ. Тĕплĕнрех



24 мая 2012
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter