Муркаш районĕ: «Частник» операци пырать

Районта пурăнакан çĕр ĕçченĕсен харпăрлăхĕнче ытти техникăпа пĕрлех юлашки вăхăтра тракторсемпе прицепсем те самаях нумайланчĕç. Вĕсен пысăк пайĕ кăçалхи çур акинче те пысăк активлăхпа палăрать. Çавна шута илсе Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен транспортпа ытти техникăна пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен ятарлă мероприяти - «Частник» операци - ирттересси пирки приказ кăларчĕ.

Çак тапхăрта уйрăм харпăрлăхри тракторсем тĕлĕшпе тимлĕхе пысăкрах шайра тытас тĕллевпе иртнĕ ытлари кун ятарлă комиссипе рейд ирттертĕмĕр. Çавна май ялсенчи уйрăм трактористсем хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине, усă курма май çук, кивелнĕ техникăна учетран кăларассипе тата çĕнĕрен туяннă техникăна учета тăратассипе мĕнле позици йышăннине, тракторсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнипе тухманнине çирĕп пăхрăмăр. 

Тĕрĕслевсем çирĕплетнĕ графикпа малашне кашни ял тăрăхĕнчех иртĕç. Иртнĕ ытлари кунпа юн кун эпир Çатраккасси, Оринин тата Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти лару-тăрупа паллашрăмăр.

Çынсен харпăрлăхĕнче техника хатĕрĕсем йышланни пирĕн халăхăн пурнăç шайĕ ÿснине çирĕплетет. Ку лайăх-ха, анчах кунпа пĕрлех яваплăха ÿстерни те пĕлтерĕшлĕ. Çакă  эпир ирттернĕ рейдра та палăрчĕ.

Тракторсем йышланнă тенине вĕсен хисепĕпе кăтартсан  аванрах. Паянхи куна районти уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче пурĕ 525 трактор тата 135 прицеп шутланаççĕ. Куратăр, ял çынни çĕр ĕçĕнче ĕçлеме ытларах та ытларах техника туянать. Вĕсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни вара уйрăм ыйту.

Рейд вăхăтĕнче эпир уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнакан 13 тракторне чарса тĕрĕслерĕмĕр. Вĕсенчен 3-шĕ техникăпа усă курас йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни куç умне пулчĕ. Вĕсем: Çатракасси ял тăрăхĕнчи Шупуç ялĕнчи Л. Порфирьев, Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи А. Петровпа Г. Миронов. Виççĕшĕ те патшалăх техника тĕрĕслевне тăмасăрах тракторсене чĕртнĕ те «ĕçе» тухнă. Çавăнпа та вĕсем трактора эксплуатацилеме ирĕк паракан талонсемсĕрехчĕ, регистраци правилисем çине алă сулнăччĕ, медаптечкăсемпе огнетушительсем тата страховани полисĕсем çукчĕ. А. Петровăн механизатор удостоверенийĕ те срокран тухнăччĕ. Г. Мироновăн вара вăл пачах та çумра пулмарĕ. «Кĕпе улăштарса тухрăм та ун кĕсйинех юлчĕ», - пулчĕ хурав.

Йĕркене уйрăмах сĕмсĕррĕн пăсакансене çул-йĕр, хăрушсăрлăх тата регистраци правилисене пăхăнманшăн административлă майпа ответ тыттарма тиврĕ.

Халĕ асăннă çитменлĕхсем тата вĕсемшĕн явап тыттарнă тĕслĕхсем трактор хуçисене малашне тимлĕхе ÿстерме ыйтĕç тесе шутлатпăр.

Рейд ушкăнĕ:

С. НИКОЛАЕВ, патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ*

А. КУЗЬМИН, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономика пайĕн ертÿçи.

 Тĕплĕнрех



24 мая 2012
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter