Çемье ăшши кирлех

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ача усрава илнĕ граждансене пĕр хут укçан пособи тÿлесси çинчен калакан саккун проектне сÿтсе яврĕç. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Енре паян тăлăх тата опекăна илмен 4247 ача.

      Пĕр ачана интернатра е ача çуртĕнче усрама патшалăх çуллен 300 пин тенкĕ таран тăкаклать. Ача усрава илнĕшĕн çемьене пĕр харăс шăпах çавăн чухлĕ тÿлесшĕн. Çапла вара патшалăх укçа та перекетлет, çийĕнчен ачасемшĕн çемье ăшшине туйса çитĕнни чылай усăллăрах. Проекта ырларĕç, ăна парламентарисем тишкерсе саккун шайĕнче çирĕплетсен 2015 çултан ача усрава илнĕ çемьесем асăннă пособие илме пуçлĕç.

      Республикăра паян 579 ача интернатсемпе ача çурчĕсенче воспитани илет. Хăшĕсен çурт-йĕр прависене çирĕплетмен. Кунта та власть енчен тивĕçлĕ мерăсем кирлех.

      Строительство министрĕ Владимир Громов 2020 çулччен республикăра строительство материалĕсен промышленноçне аталантармалли тĕллевлĕ программăпа паллаштарчĕ. Вĕсем пысăк, ĕç калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Производствăна çĕнетмелле, инвестицисем илсе килмелле, çĕнĕ строительство материалĕсем кăларма пуçламалла. Халĕ асăннă отрасльте республикăра 201 предприяти ĕçлет, вĕсенче 6 пин çын ытла вăй хурать. Стройматериалсен промышленноçне аталантарни 2020 çул тĕлне республикăна кирлĕ çав материалсен 60 процентне хамăр патрах туса кăларма май памалла.

      ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство материалĕсен производствисене вырнаçтарма уйăрнă çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕн усă курмалли çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмпе 36 лаптăк уйăрнă, анчах ăна панă хутсенче 14-шĕ тĕлĕшпе кăна мĕнле производствăсем пулассине палăртнă иккен. Программăра вăл ыттисем тĕлĕшпе те уçăмлăх кирли çинчен каларĕ: мĕнле производство, хăш организацисем – пĕтĕмпех палăртмалла. Ку кам яваплине пĕлсе-курса тăма та кирлĕ ĕнтĕ. Михаил Васильевич стройматериалсен производствине хамăр патăмăрта аталантарнин пĕлтерĕшне уйрăммăн çирĕплетрĕ: «Халĕ ютран нумай кÿретпĕр. Эппин, транспорт тăкакĕсем пысăк, вĕсем ÿссех пырĕç, çав тăкаксем вара çурт-йĕрĕн тăваткăл метрĕн хакне тÿрремĕнех витĕм кÿреççĕ – пысăклатаççĕ».

      Республика бюджетĕнчен муниципалитетсене автомобиль çулĕсене, урамсенчи çул-йĕр тытăмне тытса тăма субсиди уйăрмалли правилăсем пирки те тĕплĕ калаçу пулчĕ. Кăçал тумалли çулсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 14 километр.

      Ларура çавăн пекех граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене ытти тĕллев валли куçарас ыйтусене тишкерчĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
25 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter