Тĕл пулура - актер, режиссер, сценарист

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте режиссер, сценарист тата актер пулас текенсем тата кинопа кăсăкланакансем валли киношкул йĕркелерĕç. Кунта искусствăн паллă деятелĕ­­семпе тĕл пулса калаçма, вĕсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене итлеме май пур.

Юн кун харăсах виçĕ çынпа - режиссерпа, актерпа, сценаристпа - тĕл пулу иртрĕ.

Калаçăва Олег Ковалев режиссер, киновед уçрĕ. Вăл çавăн пекех кинора та ÿкерĕнет, ВГИКра та вĕрентет. Хăй вăхăтĕнче асăннă институтăн киноведени факультетне пĕтернĕ. Пĕр вăхăт “Ленфильм” студире редакторта ĕçленĕ, “Спартак” патшалăх фильм фончĕн редактор-методисчĕ пулнă.

Вăл тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕ. Сăмахран, Канн кинофестивалĕн тĕп парнине илес тесен мĕн тумалли пирки çакна пĕлтерчĕ: “Тĕп шухăша куракан кĕтмен çĕрте палăртмалла. Шедевр пулать те!” Хальхи вăхăтра кино ÿкерес ĕç питĕ хаклă текен шухăша çак тĕслĕ­­хпе “çапса аркатрĕ”: вĕсем пĕр фильма иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи камерăпах ÿкернĕ-мĕн. Питĕ лайăх пулса тухнă. Çапах та Олег Альбертович хăй килĕштерекен режиссер ятне асăнма килĕшмерĕ. Ыттисене кÿ­­рентерес темерĕ-ши? Раççей фильмĕсене куççуль кăларса пăхнине пытармарĕ.

Рамиль Камил оглы Азимов Раççейпе Таджикистан пĕрле ÿкернĕ “Презумпция согласия” /2011/ картинăпа килнĕ. Унта вăл тухтăр рольне калăпланă.

Рамиль Бакура çуралнă, 12 çултанпах унти Çамрăксен театрĕнче мулкач, ытти чĕр чун ролĕсенче вылянă. Актер пуличчен çар училищинче вĕренме те, водительте ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Хальхи вăхăтра кинора ÿ­керĕн­­ни­­сĕр пуçне Мускав облаçĕнчи Серпухов хулинчи театрта ĕçлет.

Елена Долгопят - сценарист. Çапах та маларах çыравçă ĕçĕ ун валли мар тенĕ-ши? Мускаври транспорт инженерĕсен институтне пĕтернĕ, çар объектĕнче программистра ĕçленĕ. Çав вăхăтрах “Знамя”, “Дружба народов”, “Юность”, “Новый мир” журналсенче пичетленнĕ. Ăсталăха малалла ВГИКăн сценари факультетĕнче туптанă. Халĕ - Кино музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ. Унăн шухăшĕпе, кашни произведенин, унти сăнарсем пурнăçран илнĕскерсем пулсан та, - тепĕр кун-çул. Вăл хăйĕн ĕçне штангистăннипе танлаштарчĕ. Алла калем е кăранташ /çапла, çапла, компьютерпа мар/ тытсан унăн çав йывăр “штангăна” миçе-миçе хут çĕклеме тивмест-ши?

Елена Олеговна Шупашкара “Которого не было” кинокартинăпа килнĕ. Çырма юратакансене, литературăпа кăсăкланакансене вăл пултарулăха аталантарма сунчĕ.

Надежда ГЕОРГИЕВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter