Малашлăха çул уçса янăрарĕ юлашки шăнкăрав...
Ĕнер республика шкулĕсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал 9,5 пин ытла çамрăк 11 класс, 12,7 пинĕшĕ 9 класс пĕтерет. Вĕсем пурнăç çулĕн чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрне утса тухрĕç. Умра вара тата та яваплăраххи: Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытса малашнехи çул-йĕре суйласа илесси, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăласси. Ăнăçу чи малтан пуçарулăхран, хăвна хăв шаннинчен, ĕмĕт-тĕллеврен нумай килнине пурте ăнланаççĕ, пĕлеççĕ.
Кашни шкул уява хăйне евĕр йĕркелет, анчах вун пĕрмĕш классене ăнăçу сунса, ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене тав туса каланă сăмахсем, шăнкăрав сасси пур çĕрте те чуна хумхантарса янăраççĕ. Шкул пĕтерекенсене правительство членĕсем, предприяти-организаци ертÿçисем, депутатсем, хуласемпе ялсен администрацийĕн пуçлăхĕсем вырăна тухса саламларĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 3-мĕш лицейра пулчĕ. Малтанах вăл пĕлÿ çуртĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ, вĕренÿ пÿлĕмĕсене, столовăя, спортзала, библиотекăна, музее пăхса çаврăнчĕ, вĕрентекенсемпе калаçарĕ. Унтан акт залне юлашки шăнкăрав уявне çул тытрĕ.
- Шкул - ачасене тивĕçлĕ воспитани паракан, çирĕп пĕлÿ илме пулăшакан сыпăк. Сирĕн ăс-хакăл шайĕ аталаннă çĕр-шывсенче вĕренекенсенчен нимĕн чухлĕ те кая мар. Пирĕн вĕрентÿ тытăмĕн никĕсĕ çирĕп, - терĕ республика Пуçлăхĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа саламланă май. - Республика, çĕр-шыв пуласлăхĕ - ачасенче. Çирĕп чун хаваллă çынсем пулма тăрăшăр, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме хăнăхăр. Ăста специалист пулма ăнтăлăр, вара сире ĕç рынокĕнче нимĕнле чăрмав та ура хураймĕ. Çирĕплĕх, чăтăмлăх, экзаменсене ăнăçлă тытма ырă сунатăп!
Унтан Михаил Васильевич республика, федераци шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçисене чысларĕ. Анлă çул çине тухакансене çавăн пекех ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлÿ çурчĕн директорĕпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, ыттисем саламларĕç.