Елчĕк районĕ: Патреккел халăх хорĕ 90 çул тултарать

Патреккел авалтанпах анатри чăвашсен юрăллă ялĕ шутланнă. Çавăнпа та иртнĕ ĕмĕртех, 1922 çулта, ялта хор йĕркеленни тĕлĕнтермĕш мар, хисеплĕ пулăм. Çавăн чухнех чăмăртаннă пултаруллă йыш тăван халăха вуншар çул ĕнтĕ юрă-ташăпа савăнтарать, пурнăçа илем кỹрет, килĕштерсе ĕçлеме хавхалантарать, вăй-хал хушать. Патреккел артисчĕсем парнелекен çепĕç юрăсемпе сатур ташăсене Раççейĕн тĕп хулинче Мускавра та, çĕр-шывăмăрăн ытти ял-хулинче те курса, итлесе савăнаççĕ. Пур çĕрте те çак пултарулăха пысăка хурса хаклаççĕ. Ахальтен мар пулĕ хор Пĕтĕм Союзри тата Раççейри халăх пултарулăх фестивалĕсен çĕнтерỹçи ятне пĕрре мар тивĕçнĕ. Республикăри "Çĕр пин юрă çĕршывĕнче" тăватă фестивальте çĕнтерỹçĕ дипломĕсене, Чăваш Республикин ĕçпе юрă уявĕсен хисеп дипломĕсене, комсомолăн тĕп комитечĕн хисеп хучĕсене, 2008 çулта, Раççейĕн тĕп хулинче, Мускавра иртнĕ пĕтĕм чăвашсен 8-мĕш "Акатуйĕн" тав çырăвне парса чысланă.

"Патреккел халăх хорĕ - аваллăхпа малашлăх кĕперĕ", - теççĕ халăхра. Кăçал халăх хорĕ 90 çул тултарать. Ăна 20-мĕш çулсенче шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ Ольга Васильевна Миловидова йĕркелесе янă. Çитĕнекен ăрусем пурнăçа, тăван тавралăха, çутçанталăка, илемлĕхе юратчăр, ăруран- ăрăва куçса пыракан халăх юррисене пĕлччĕр, юрлаччăр тесе ырми-канми тăрăшнă вăл.

1932 çулта хор республикăра йĕркелесе ирттернĕ музыка олимпиадине хутшăннă. Çавăн хыççăн унăн чысĕ-сумĕ питĕ хăвăрт çĕкленнĕ. 1949 çулта хора ертсе пыма Михаил Михайлович Воронцов пикенет. Çав çулсенче Патреккелсем районти Акатуйра 1-мĕш, Республикăри художество пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче 2-мĕш вырăна тухаççĕ.

1952-1961 çулсенче ялти клубра, библиотекăра, ун хыççăн районти библиотека заведующийĕнче районăн паллă çынни, Патреккел çыравçи Александр Георгиевич Миллин вăй хурса ĕçленĕ. Яланах халăх хушшинче пулса тĕрлĕрен мероприятисем йышлă ирттернĕ, районта тухса тăракан "Колхоз ялавĕ" хаçатпа тачă çыхăну тытса клуб ĕçне анлăн çутатса тăнă.

1957 çулта хора Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, каярахпа "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ Мария Васильевна Ястребова ертсе пыма пуçлать. Пĕрлехи ĕçе вăл Тỹскел, Ĕнел, Элекçей Тимеш çамрăкĕсене явăçтарать, çĕр çынна яхăн пĕрлеш- терсе тăракан хор туса хурать. Репертуара çĕнĕрен- çĕнĕ юрăсемпе классика произведенийĕсем кĕреççĕ. Юрлас ăсталăхне аталантарма патреккелсене вăл вăхăтра чăваш композиторĕсем сахал мар пулăшаççĕ. Вăхăт иртнĕ май, çак лава малалла туртса пыма Мария Васильевна Геннадий Борисов çамрăк музыканта пехиллет.

1955-1957 çулсенче халь ялта пурăнакан хисеплĕ ватă пенсионерка Клавдия Александровна Семенова ялти библиотекăра, клубра вăй хурса ĕçленĕ. Ун хыççăн Елизавета Андреевна Муратова(Миллина) пĕр вăхăт ĕçленĕ. 1960 çулта клуба ертсе пыма Николай Васильевич Вершкова шанса параççĕ. "Ун чухне клуб та кивĕччĕ. Библиотекăра вăл вăхăтра Блинова Ольга Трифоновна тăрăшатчĕ. Сокращени тунă хыççăн пĕчченех тăрса юлтăм клубра ĕçлеме. Ĕçлеме пуçласанах нумай ĕç тума тиврĕ. Клубра 1964 çулхи декабрь уйăхĕччен ĕçлерĕм. Тĕрлĕрен çынсемпе ĕçлесе нумай концерт, спектакль лартрăмăр",_ аса илет Н.В.Вершков. Ун хыççăн клубра Елчĕк çынни Ефимов Анатолий Иванович баянист ĕçленĕ, фермăри дояркăсемпе сысна пăхакансене ăмăртмалла юрлаттарнă ăста баянист. Ял çыннисем - Доброхотов Владимир Николаевичпа Скворцов Владимир Петрович та ĕçлесе курнă ялти клубра. Çĕнĕ клуб тунă хыççăн 1979 çулта татах клубра ĕçлеме пуçлать Николай Васильевич Вершков. Клубăн тăррине, урайĕсене, паровой отоплени системине йăлтах çĕнĕрен улăштараççĕ, светильниксене çĕннисене лартаççĕ, кивĕ сĕтел-пукансене, чаршава çĕннипе ылмаштараççĕ, умри палисадниксене, решеткесене çĕнетсе илемлетеççĕ, çĕнĕ йывăçсем, чечексем лартса хăвараççĕ. Ĕçре малти вырăнсенче пулса Николай Васильевич Чăваш АССР Верховный Совет Президиумĕн хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулнă. 1981 çулта клуба тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парса чыслаççĕ. Общий собрани туса вунă çул ĕçленĕ хыççăн Николай Васильевича "Прогресс" колхозăн пĕрлештернĕ 3 бригадăн бригадирне, урăхла управляющине, суйласа лартаççĕ. Тухăçлă тырпул çитĕнтерсе малти вырăна тухса Раççейри малта пыракансен слетне хутшăнма тивĕç пулать.

Ун хыççăн кунта Петрова Елена Геннадьевна, Карсаков Владимир Николаевич, Петров Николай Алексеевич, Левый Валерий Владимирович тăрăшса ĕçленĕ. Пĕр вăхăт клуба ĕçлеме кĕрекен никам та тупăнман. Вара клуб юхăнса ан кайтăр тесе Борисова Валентина Васильевнăна ĕçлеме сĕнеççĕ. 5 çул, пенсие тухиччен çак йывăр лава туртать Валентина Васильевна. Геннадий Арсентьевич çакăнта ĕçленĕ май унăн нумай ĕçлеме, çĕннине ĕçе кĕртме тивет.

Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн районти культура çурчĕсем никĕс ятне илес тесе тăрăшаççĕ. Культура ĕçченĕсем чи малтанах çурта юсаççĕ, çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ, территорие те тирпейлесе илемлетеççĕ. Республика вара клуба сасă вăйлатмалли, çутатмалли, видеопроектор, компьютер оборудованийĕ, сцена костюмĕсен комплекчĕ, сценăна илемлетмелли хатĕрсем уйăрать. Пысăк çурта Европа шайне çитерес тесе Елчĕк ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенчи культура ĕçченĕсем, Елчĕк ял тăрăхĕ, "Прогресс" акционерла хупă общество, Елчĕкри çулсене юсакан асфальт завочĕ те Патреккелсене пулăшу аллине тăсса параççĕ. Районти чи хăтлă та çутă, пуян информаципе кану çурчĕ пулса тăчĕ вăл халь.



29 мая 2012
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter