Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хулари «Тароупаковка» АУОра пулнă
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хулари «Тароупаковка» АУОра пулнă, гофрокарттун кăларакан линипе паллашнă. - Пĕлтĕр Тайваньре пысăк пахалăхлă оборудовани туянтăмăр. Унашкал хăвăртлăхпа ĕçлекен лини çĕр-шывĕпе те темиçе çеç, - пĕлтернĕ обществăн гендиректорĕ Олег Таланов. - Вăл 10 çул каялла туса кăларнипе танлаштарсан хăвăртлăха 4 хут ÿстерме май парать. Предприятие аш-какай комбиначĕ пулнă объектра уçрăмăр. Çавăнпа чылай çĕнетрĕмĕр-улăштартăмăр. Реконструкцилени пахалăха ÿстерет, тавар хăй хаклăхне чакарать. Хальлĕхе 240 çын ĕçлет. Производствăна анлăлатсан рабочисем татах кирлĕ пулаççĕ. - Апла чĕр тавар çитмесен те пултарать? - кăсăкланнă журналистсем. Чĕр тавар ура айĕнчех. Тĕллевлĕ усă курма çеç пĕлмелле. Кивĕ хут хытă каяш полигонне кунсерен тонни-тоннипе ăсанать, усăсăр çухалать. - Полигон хут-карттун вырăнĕ мар, - тенĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова. - Хула çыннисене ăна уйăрса пуçтарма хăнăхтармалла. - Çапла тăвăпăр та, - хуравланă Леонид Ильич. Йăлари каяша уйрăммăн пуçтарасси вăй илнине Олег Борисович та çирĕплетнĕ: «Тароупаковка» обществăна кивĕ хут кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах килет. Михаил Васильевич хатĕр продукци складне те çитнĕ. Рабочисем çывăхрах çĕнĕ цех тăваççĕ. Малашне усăллă лаптăк хушăнмалла. Гофрокарттунран ешчĕксем хатĕрлеме, тавар турттарнă чухне çапăнса сиенленесрен айккисене, хушшине хума тĕрлĕ виçеллĕ, фигурăллă пайсем касса кăлараççĕ. - Çулталăкра 40 миллион тăваткал метра яхăн гофрокарттун туса кăларатпăр. Çуррине хамăр республикăри предприятисем туянаççĕ, ыттине Чул хула, Ульяновск облаçĕсене, Тутарстан, Мари республикисене ăсататпăр, - тенĕ О.Таланов гендиректор. - Чĕр тавар çеç çиттĕр. Хальлĕхе унпа лавккасем, хула предприятийĕсем, уйрăм çынсем тивĕçтереççĕ. Хваттерсенче усă курнă хут-карттуна малашне хытă каяш полигонне турттарма пăрахсан производство тулли хăватпа ĕçлесси куç кĕрет.