Хытă чупакансем "Канаш ен" парнисемшĕн тупăшрĕç

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, çултан-çул пыракан ырă йăлапа, Канашри тĕп лапамра "Канаш ен" тата "Канаш" хаçатсен парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен эстафета чупăвĕсем иртрĕç. Черетпе кăçал вăл 54-мĕш хут иртрĕ. Çапла вара эстафетăн икĕ "пиллĕклĕ" юбилейĕ те çывхарать. Пирĕн йыхрава хулари тата районти вăйлă спортсменсем хапăл туса йышăнни савăнтарчĕ. Тĕп лапама йышлăн пуçтарăннă халăх вĕсенчен, паллах, çивĕч кĕрешÿ тата пысăк кăтартусем кĕтрĕ. Акă, командăсене регистрацилеме уйăрнă вăхăт вĕçленчĕ те, ăмăртусен тĕп судйи Константин Миронов кăмăллăн çапла пĕлтерчĕ: пĕтĕмпе 320 ытла спортсмен старта тухать.

Спорт уявĕ ăмăртăва хаваслă лару-тăрура уçнипе пуçланчĕ. Унта район тата Канаш хулин администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софроновпа Родион Мясников, "Канаш ен" тата "Канаш" хаçатсен тĕп редакторĕн ĕçĕсене тăваканĕ Ирина Андреева хутшăнчĕç. Хăйсен сăмахĕнче вĕсем эстафета çулсерен пысăк йышпа иртнине, унта хутшăннă атлетсенчен чылайăшĕ каярахпа паллă спортсменсем пулса тăнине палăртрĕç. Эстафетăна кăçал Аслă Çĕнтерÿ 67 çул тултарнине халалласа тата пирĕн тĕп редактор пулнă Александр Владимирова асăнса ирттертĕмĕр.

Ăмăртусем пуçланиччен хула администрацийĕн спорт пайĕн пуçлăхĕ Искандер Мингалеев республикăри турнирсенче пысăк кăтартусем тунă çамрăк спортсменсене грамотăпа чысларĕ.

Ăмăртăва ветерансен командисем уçрĕç. Хĕрарăмсен хушшинче РФ Налук службин районсем хушшинчи 4-мĕш инспекцийĕн ĕçченĕсен команди мала тухрĕ, арçынсен тупăшăвĕнче Кăнтăр электричество сечĕсен команди хăвăртрах пулчĕ.

Ĕç коллективĕсен командисем хушшинче те ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Ку ушкăнра вара малти вырăна хулари 1-мĕш спорт шкулĕн арçынсен тата хĕрарăмсен командисем никама та памарĕç.

Шкул ачисен ăмăртăвĕ яланхиллех çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Ачасем чупнă чухне, чăн та, пĕр хушă шав тăчĕ, вĕсем пĕр пĕрне кăшкăрса хавхалантарса, вăй парса тăчĕç. Пирвай старта 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче хула шкулĕсенче вĕренекенсем йăрăрах пулнипе палăрчĕç, 5-мĕш шкул команди çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

Тепĕр ушкăнра – 8-9-мĕш классен командисем. Ку йышра пурĕ вунă команда вăй виçрĕ. Кунта каллех 5-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Чакаç вăтам шкулĕн команди.

Аслă ушкăнра 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç. Иртнĕ çул виççĕмĕш пулнă Чакаç шкулĕн команди кăçал пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем, энтрияльсем, кăçал – виççĕмĕш вырăнта. Шел, иртнĕ çул та, кăçал та сиккассисене, карăклăсене, шелттемсене курмарăмăр ăмăртура. Тахçан вара ку шкулсенчен çав тери вăйлă çăмăл атлетсем хатĕрлетчĕç. Çав хĕлхем сÿннĕ-шим асăннă тăрăхсенче е ачасене çăмăл атлетикăна юратма вĕрентекенсем çитменни чăрмантарать;

Студентсем хушшинче кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, Канашри педагогика колледжĕн команди мала тухрĕ. Кунта çапла пулмаллах-тăр: физкультура учителĕсем пулма вĕренекенскерсен, паллах, тĕслĕх кăтартмалла. Иккĕмĕш вырăнта – финанспа экономика колледжĕн команди, виççĕмĕшĕнче – 16-мĕш професси училищин çăмăл атлечĕсем.

Эстафета çĕнтерÿçисемпе призерĕсем "Канаш районĕнчи "Канаш" хаçат редакцийĕ" автономиллĕ учрежденин медалĕсемпе дипломĕсене, парнесене тивĕçрĕç. Ăмăртусене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн районпа хула администрацийĕсене тата хулари 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Константин Миронов ертсе пынă судьясен коллегине, "Канашри издательство çурчĕ" АХОна тав тăватпăр. Эстафета килес çул та иртĕ. Яланах пирĕнпе пĕрле пулăр, хаклă вулакансем, "Канаш ен" хаçата ялти почта уйрăмĕсенче е почтальонсем урлă 2012 çулăн иккĕмĕш çур çуллăхне çырăнма ан манăр!

 

И.ВЛАДИМИРОВА.



03 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter