Шăмăршă районĕ: ĕмĕрĕпех – халăхпа пĕрле

«Ачалăхăм вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Тăраниччен çăкăр çисе курас ĕмĕтпе пурăнаттăмăр. Салтака кайсан тин пĕрремĕш хут сахăрпа чей ĕçсе куртăм. Эх, мĕн каласси...». Иртнине аса илнĕ чух Егор Михайловичăн куçĕсем шывланчĕç. Пурнăçра нушине питех те нумай тÿссе ирттернĕ вĕт-ха, вĕсем ĕмĕрлĕхех чĕре варрине кĕрсе вырнаçнă. 1927 çулта çуралнисене чăннипех те вăрçă ачисем теме пулать. Ялти арçынсене фронта илсен, вĕсен вырăнне вун тăваттăри вун-пиллĕкри ачасем тăнă. Вĕсем колхозри мĕнпур ĕçе пурнăçланă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. 1944 çулхи раштавра Егор Столяровăн та салтака кайма ят тухать. Çĕпĕрти Кемерово хулинче çар тивĕçне пурнăçлать. Малтан Шалти çарсен вĕрентÿ ротинче тăнă, кайран вара ăна тыткăна илнĕ нимĕç салтакĕсене сыхлама янă. Конвой çарĕсен Новосибирск хулинче вырнаçнă дивизи шкулĕнче вĕреннĕ. Çарта 4 çул пулнă хыççăн Е.Столяров демобилизаци йĕркипе килне таврăннă. Тÿрех мирлĕ ĕçе пуçăннă: «Хĕрлĕ Çăлтăр» колхозра счетовод-кассир, унтан ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Йывăр тапхăрта – 1957-1961 çулсенче Егор Михайлович Палтиел ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче вăй хунă. Ял Совечĕ çирĕплетсе панă план-заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн Е.М.Столярова райĕçтăвкомăн Хисеп хучĕпе наградăланă. Пĕлÿ çителĕксĕррине туйса, Е.М. Столяров 2 çул хушши Шупашкарти ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи курссенче вĕреннĕ. Унтан 11 çул хушши колхозри парторганизаци секретарĕнче, комплекслă бригада бригадирĕнче тăрăшнă. Çирĕм çула яхăн ревизи комиссийĕнче, обществăлла майпа халăх контроль группин председателĕнче ĕçленĕ. Ăçта вăй хурсан та, тÿрĕ кăмăллă пулнипе тата сăпайлăхпа палăрса тăнă. Хастар ĕçленине сума суса, Егор Михайловича медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем хăйсен çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Паянхи кун Егор Михайлович пĕчченех пурăнать. Юратнă ачисемпе мăнукĕсем час-часах хăнана килсе çÿрени ăна пысăк йывăрлăхсене çĕнтерсе пурăнма хавхалантарать. 85 çул тултарать паян ялти хисеплĕ ветеран Егор Михайлович Столяров. Çак ятпа ăна эпир чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Халăх умĕнчи чыслă ĕçĕршĕн – пысăк тав!

Иван МИХАЙЛОВ



03 мая 2012
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter