Ырă ят мулран та пахарах

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕç династийĕсен республикăри Х слечĕ иртрĕ.

Унта ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ тытăмĕн - промышленноçăн, суту-илĕвĕн, вĕренĕвĕн, культурăн, ял тата вăрман хуçалăхĕсен, сывлăх сыхлавĕн, строительствăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн - хастарĕсем Чăваш Енĕн район-хулинчен пуçтарăнчĕç. Кашни çемьен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вун-вун çулпа танлашать.

Чылай предприяти-организацин тăнăçлăхĕ ĕç династийĕсене упраса хăварма тата çĕннисене вăй илме май туса панипе çыхăннă. Тăванлăх пĕрлештерсе тăракансем несĕлĕсен ячĕ-шывне сума кăларнипе пĕрлех ĕçтешĕсен, коллективăн ятне çÿлте тытассишĕн тăрăшаççĕ, ăсталăха ашшĕ-амăшĕ - ывăлĕпе хĕрне, ывăлĕ-хĕрĕ ачи-пăчине вĕрентсе чун туртăмне ăруран ăрăва тăсать, халăхăмăрăн ырлăхĕшĕн тăрăшать, ырă ят мулран та пахараххине ăша хывса кун-çул сукмакне такăрлать.

Слета пухăннă маттур ентешсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă май çакна палăртрĕ: ”Эсир - чи пултаруллисем, тăрăшулăхăрпа халăхра ят-сума тивĕçнисем. Патшалăх идеологийĕ ĕçе чунран парăннă хастарсене çитĕнтерессине тĕпе хурать, мĕншĕн тесен çакăнтан хаклăрах пуянлăх урăх çук. Çынна ĕçне кура чыслатпăр, малашне те çаплах пулĕ. Хăвăрăн ырă тĕслĕхĕрпе çамрăк ăрăва хавхалантарса пынăшăн, ĕçе хисеплеме вĕрентнĕшĕн сире чĕререн тав тăватăп”.

Çак кун 34 династи çыннисем сумлă наградăсене - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тавне тата хаклă парнене /телевизор/ тивĕçрĕç.

Вĕсенчен кашнийĕн кун-çулĕ интереслĕ те пуян. Тĕслĕхрен, Александровсен-Андреевсен династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ 608 çулпа танлашать. Ăна пуçарса яраканĕсем çемьен паянхи пуçлăхĕн Галина Андреевăн ашшĕ-амăшĕ Феодосия Степановна тата Александр Анисимович Чăваш ял хуçалăх сăнав станцийĕнче 80 çул ытла тăрăшнă. Ултă ачи аслисен ĕçне малалла тăснă. Галина Андреевăн стажĕ 31 çултан иртнĕ. Унпа пĕр тăван Нина 38 çул Çĕрпÿ районĕнчи “Колос” хуçалăхра дояркăра ĕçленĕ. Династи пуçлăхĕн мăшăрĕ Венедикт Андреев та 35 çул ытла хуçалăха тĕреклетмешкĕн хăйĕн тÿпине хывать. Династи халĕ 19 çынна пĕрлештерет.

Куславкка тăрăхĕнчи Некрасовсен династийĕ халăх сывлăхне сыхлассишĕн 353 çул тăрăшать. Ăна йĕркелекенĕ - Леонид Александрович. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕн Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнăскере 1942 çулта фронта янă. Вăл Сталинграда ирĕке кăларма, Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăннă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, 2 степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕсене, чылай медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн терапевтра ĕçленĕ, каярахпа Карачри участок больницине ертсе пынă. Мăшăрĕ Анна Антоновна çар госпиталĕсенче аманнисене сыватнă, паттăрлăхшăн ăна орден-медальпе чысланă. Мирлĕ вăхăтра медсестрара тăрăшнă. Сăмах май, Чăваш Ен уншăн чăннипех тăван тăрăх пулса тăнă. “Ăш пиллĕ чăваш халăхĕ мана ырă сунса йышăнчĕ, çакăншăн вĕсене чĕререн тав тăватăп”, - тет украин хĕрарăмĕ. Çакна та хушса хăварар: иртнĕ кунсенче Анна Антоновна 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ăшшăн саламларĕ.

Ашшĕ-амăшĕн ĕçне виçĕ ачинчен иккĕшĕ - Алла Леонидовнăпа Юрий Леонидович - малалла тăсаççĕ. Пĕри - ача-пăча тухтăрĕ, тепри - санитарипе эпидемиологи врачĕ. Некрасовсен династийĕнче паян - 9 сиплевçĕ.

Свинцовсен-Дмитриевсен династийĕн туслă йышĕн пĕтĕмĕшле стажĕ 140 çула çывхарать. Кун-çулне вĕсем халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессине халалланă. Ăна пуçараканĕ - Валентина Свинцова хăйĕн пиччĕшĕ-шăллĕпе пĕрле Кÿкеç райповĕнче 30 çула яхăн вăй хунă. Амăшĕн пархатарлă ĕçне хĕрĕ Альбина Дмитриева тăсать, Красноармейски тăрăхĕнче пурăнакансен суту-илÿ ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Унпа пĕр тăвансем тата виççĕшĕ пурнăçне çак тытăмпах çыхăнтарнă. Альбина Дмитриевăн хĕрĕ Людмила та - суту-илÿ ĕçченĕ. 12 çынран тăракан династин ырă ĕçне халăх тивĕçлипе хаклать.

Ĕç династийĕсем - пултаруллă та пуçаруллă çынсен пĕрлĕхĕ, ăнтăлăвăн ырă тĕслĕхĕ. Слетра паттăрсен ячĕпе ăшă сăмах калакан чылаййăн пулчĕ. Вĕсем тăван Чăваш Ене тĕреклетессине тивĕçлипе хаклаççĕ, ĕç пурнăç тĕрекĕ пулнине асра тытса çитĕнÿсен çулне такăрлаççĕ. Апла тăк çамрăк ăрăвăн çак хастарсенчен тĕслĕх илмелле.

 Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 мая 2012
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter