Чăваш кĕнеки çĕнтернĕ

Чăваш кĕнеке издательстви Раççей кĕнеке кăларуçисен ассоциацийĕн «Çулталăкри чи лайăх кĕнекесем» конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă. Сăмах май, конкурс 21-мĕш хут иртнĕ. Николай Садюковăн «Приумножая коллекцию: записки музейного работника» кĕнеки Раççейри чи лайăх кĕнекесен йышне кĕнĕ. Кăларăм Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн фончĕ 1963-2002 çулсенче экспонатсемпе пуянланнипе, ку тĕлĕшпе çур ĕмĕр тăрăшнă Николай Иванович еплерех ĕçленипе паллаштарать.

Автора çак ятпа Санкт- Петербургра уçăлнă «Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке салонĕ - 2012» куравра пысăк наградăпа чысланă. Палăртса хăварар: кăларăма çулталăкĕпех Раççейре тата тĕнчере иртекен выставкăсенче кăтартĕç.

Т.КРОТОВА.

 



Республиканская газета "Хыпар"
03 мая 2012
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter