Пĕлтерĕшĕ пысăк

«Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - чăваш халăхĕн пурлăхĕ, патшалăх хÿтĕлекен чи пысăк хисеп палли», - тенĕ «ЧР патшалăх символĕсем çинчен» саккунра.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир кашни çулах Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр. Çавна май иртнĕ шăмат кун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче çак уява йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалланă курав уçăлчĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, культурăпа искусство çыннисем, вĕренекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Мероприяти Чăваш Ен гимнĕпе уçăлчĕ. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов уявăн, çавăн пекех гербпа ялавăн историйĕпе паллаштарчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те уяв ячĕпе саламланă май кураври экспонатсем чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсене хисеплемеллине палăртрĕ. «Патшалăх гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ пирĕншĕн тăван чĕлхепе, çĕрпе, çăкăрпа пĕр тан. Упрасчĕ вĕсене, вĕсемпе мухтанма пĕлесчĕ», - терĕ Михаил Васильевич.

«Шкулсенче ачасене патшалăх символĕсем çинчен, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки ытларах каласа кăтартасчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне, тепĕр чухне хăш-пĕр урока та гимнпа пуçласан аван. Çакă, паллах, вĕсене хамăрăн тăван кĕтесе, халăхпа чĕлхене тата ытларах юратма вĕрентĕччĕ», - сăмах хушрĕ Элли Юрьев художникăн /гербпа ялав авторĕ/ мăшăрĕ Галина Алексеевна. Çавăн пекех вăл А.Павловпа Э.Юрьев хатĕрленĕ «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» кĕнекене тепĕр хут кăлармалли пирки те асăнчĕ. Хăй вăхăтĕнче 1000 экземплярпа тухнăскер тахçанах сутăнса пĕтнĕ.

Уяв малалла тăсăлнă май Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республининчи управленийĕн пуçлăхĕ Леонид Дружинин Шупашкарти çамрăксене Раççей гражданинĕн паспортне пачĕç.

Палăртса хăварар: курава патшалăх символĕсен историйĕпе паллаштаракан нумай документ тăратнă. Çавăн пекех экспозицире республикăмăрăн малтанхи тата хальхи, унсăр пуçне районсен гербĕсемпе ялавĕсем, символĕсемпе çыхăннă тата ытти япала та чылай. Вĕсем ЧР Патшалăх истори архивĕнче, Чăваш наци тата Чăваш патшалăх ÿнер музейĕсенче упранаççĕ.

 

 Татьяна КРОТОВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 мая 2012
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter