Çуркуннепе ĕç уявĕ пурне те пĕтĕçтерчĕ

Çу уйăхĕн малтанхи кунĕ кăçал кăштах çиллĕ-çумăрлă килчĕ пулин те Шупашкарта пурăнакансемпе шĕкĕр хуламăрăн хăнисен уяв туйăмне пăсаймарĕ. Çуркуннепе Ĕç пĕрлĕхĕн кунĕн сĕмне хавас юрăсемпе тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем кăна мар, халăх йышлă хутшăнни ÿстерчĕ. Республикăри профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн, тĕп хуламăрти предприятисен тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн 20 пине яхăн çынлă колоннине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Демонстрантсен ытти ушкăнĕнче те савăнăçпа хаваслăх хуçаланчĕ. Хĕрлĕ тÿремре салам сăмахĕсем вĕçленнĕ хыççăн уяв концерчĕ пуçланчĕ.

Артистсемпе пултарулăх коллективĕсем сцена çине тухиччен Михаил Игнатьев хула çыннисемпе унăн хăнисене уявпа саламласа килĕшÿпе татулăх, тăнăçлăх, ăнтăлупа ăнăçу сунчĕ. «Илемлĕ çурхи çак кун ырă кăмăл-туйăм кÿрет, республика аталанăвĕшĕн ĕçлес, тăрăшас туртăма ÿстерет, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Пурне те уявпа саламлатăп».

Михаил Игнатьев Ехрем купса бульварĕнче уçăлнă халăх промыслисемпе наци символикиллĕ сувенирсен куравĕпе паллашрĕ, ăстасен пултарулăхне хак пачĕ.

А.СТЕПНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 мая 2012
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter