Хресчене пуласлăхра мĕн кĕтет?

Ĕнер Правительство çуртĕнче республика экономикине модернизацилес, çĕнĕ технологипе пуянлатас тĕлĕшпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикинчи ырă туртăмсене палăртрĕ, тивĕçлĕ министерствăсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартрĕ.

- Республика пĕлтĕр федераци субъекчĕсен хушшинче официаллă ĕçсĕрлĕх шайне пĕчĕклетес тĕлĕшпе виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ, - терĕ. - Ку - лайăх кăтарту. Пĕтĕм тĕнчери Ĕçлеве йĕркелессине тĕпчекен организаци официаллă ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе Чăваш Ен кăтартăвĕ Раççейĕн вăтам хисепĕнчен виçĕ хут лайăхраххине пĕлтерчĕ. Çакăнпа пĕрлех ĕçсĕррисен йышне сахаллатма майсем татах та пур. Федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион шутĕнче ĕç рынокĕнчи йывăр лару-тăру коэффициенчĕ тĕлĕшпе республика кăтартăвĕ чи пĕчĕкки. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Пирĕн ĕçсĕр çÿрекен кашни çын пуçне - икĕ ваканси. Çав вăхăтрах чылайăшĕ патшалăх уйăракан укçапа усă курмасть: çĕнĕ специальноç илсе ĕçе вырнаçма тăрăшмасть.

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен иртнĕ çул пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕ памалли программăна ăнăçлă пурнăçланă чи малти 8 субъект йышне кĕнине, яллă районсенче экономикăна, социаллă пурнăçа аталантарма 13,1 млрд тенкĕ хывнине, кăçалхи 5 уйăхра яла пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 1,7 хут нумайрах инвестици килнине асăнчĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов «Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май яллă вырăнта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли çул-йĕр çинчен» ыйтупа доклад турĕ.

- Çĕр-шыв суту-илÿ организацине кĕрсенех патшалăх агропромышленноçа çулталăкра кÿрекен пулăшу 9 млрд долларпа танлашĕ, - терĕ. - Халĕ 4,4 млрд доллар уйăраççĕ. Çавăнпа хресченсем тÿрех йывăрлăха лекĕç темелле мар. Чăн та, 2018 çулччен пулăшăва пĕчĕклетсе пырĕç. Чикĕ леш енчен çĕр-шыва ял хуçалăх продукцийĕ илсе каçнă чухне хуракан пошлина çичĕ çулта 21,5 процентран 18,9 процент юлĕ. Ял хуçалăх отраслĕшĕн тĕнче рынокĕн хапхи халĕччен уçă пулман. Ÿлĕм çак чăрмава пĕтерĕпĕр. Экспертсен шухăшĕпе, Раççей хăйĕн пуласлăхне суту-илÿ организацийĕпе çыхăнтарсан регионсен пысăкрах пайĕ нимĕнле йывăрлăха та лекмест тата экономика конъюнктури вăй илнине туять.

Министр ял ĕçченĕсене продукцие вырнаçтарас, апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе лайăхлатас тĕллевпе ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсене пĕрлешме сĕнчĕ. Çакă аграрисен умне тухса тăракан çивĕч ыйтусене хăвăртрах татса пама, производствăна ÿстерме пулăшĕ терĕ. Тĕнче организацийĕн картинче чухне патшалăх пулăшăвне сыхласа хăварсан тата ÿстерсен кăна пĕчĕк хуçалăхсем ÿсĕм çулĕпе малалла каяссине палăртрĕ.

Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков та кун йĕркинчи ыйтупа доклад турĕ.

- 2018 çул тĕлне сĕт юр-варĕн пошлини - 4,9, тырăран хатĕрленĕ апат-çимĕçĕн - 5,1, тип çу тумалли культурăсен, выльăх çăвĕпе услам çăвăн 1,9 процент пĕчĕкленет, - терĕ. - Раççей суту-илÿ организацине кĕрсен аграрисен лару-тăрăвĕ йывăрланмĕ. Çапах та çĕр-шывра производство ÿсесси чи малтанах пирĕн компанисем чикĕ леш енчи тавар туса кăларакансемпе ăнăçлă тупăшнинчен килĕ. Çитес çулсенче предприятисем ют патшалăхсенчен чĕр тавар ытларах илсе килĕç, çавна пула ял хуçалăх продукцийĕн хăй хаклăхне пĕчĕклетĕç. Чикĕ леш енчи фирмăсем ял хуçалăхне инвестици ытларах хывĕç. Чăваш хресченĕсем ют çĕр-шывсене тавар нумайрах сутĕç. Паллах, çак ĕç йывăрлăхсăр пулмĕ. Чăваш Енри предприятисен экспорт калăпăшĕ ÿсес шанăç пысăк. Мĕншĕн тесен чикĕ леш енче пирĕн пылак çимĕçе, сĕтрен хатĕрленĕ апата, чăх ашне кăмăлласах туянаççĕ.

 Михаил ФЕДОРОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 мая 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter