Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Гален» ОООра пулнă

Çак кунсенче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Гален» ОООра пулнă. Производствăпа паллашнă май кунта вăй хуракансене ырланипе пĕрлех Шупашкар влаçĕсене тиркемелли самантсене те асăрханă. «Гален» - строительство, çул-йĕр отраслĕсем, шахтăсем валли çĕнĕ йышши нанокомпозитлă материалсем кăларакан предприяти. Базальтопластикрен тăвакан материалсем паян тĕрлĕ çĕрте кирлĕ. Çак материал хурçăран виçĕ хут çирĕпрех, тутăхмасть, ăшă ямасть - чăннипех паха. Шел те, Раççейре хальлĕхе питĕ анлă сарăлнă тееймĕн. Çавна май «Гален» продукцийĕ ют çĕр-шыва нумай каять. Предприяти гендиректорĕ Валерий Николаев туса кăларакан продукци калăпăшне çуллен ÿстерсе пынине палăртнă. 2016 çул тĕлне асăннă виçене 2 млрд тенке çитерме тĕллев лартнă. Ĕçлекенсен шучĕ те ÿссе пырать. Халĕ 66 çын, çулталăк вĕçленнĕ тĕле йыш икĕ хута яхăнах пысăкланмалла.Михаил Игнатьев предприяти композитлă материалсен рынокне мĕнле тивĕçтернипе кăсăкланнă. Производствăна чылай анлăлатсан та рынока «тăрантма» пултарасси иккĕленÿллĕ-мĕн, мĕншĕн тесен «Роснанопа» пĕрле алла-аллăн ĕçлесе туса кăларакан çак продукци ытларах та ытларах кирлĕ. Предприятире композитлă арматура, шахтăсенче усă курмалли тĕревсем, ытти хатĕр кăлараççĕ. Базальтопластик юпасем çулсене çутатмашкăн усă курма меллĕ. Çăмăл, нумай-нумай çул ларма пултараççĕ. Анчах Чăваш Енре «Галенăн» çутă юписемпе усă курмаççĕ-мĕн. Республика Пуçлăхĕ ку енĕпе шухăшласа пăхмаллине палăртнă. Михаил Васильевич бизнесра пĕр-пĕрне шанни пысăк пĕлтерĕшлине те палăртнă.



31 мая 2012
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter