Муркаш районĕ: 8000-мĕш номер пичетленсе тухрĕ

Район хаçачĕ пуçласа 1944 çулхи майăн 5-мĕшĕнче кун çути курнă. Пĕрремĕш номер «Колхозник сасси» ятпа  пичетленнĕ. Хаçат эрнере пĕр хут, 1200 экземплярпа тухса тăнă. Пĕрремĕш редакторĕ Ф.И. Малышкин пулнă.

 «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятпа район хаçачĕ 1965 çулта тухма пуçланă. Редактор пулса номерсене пичете В.Т. Смирнов алă пуснă. Хальхинче хаçат эрнере виçĕ хутчен вулакан патне çитнĕ. Тиражĕ те малтанхи номерсемпе танлаштарсан тăватă хут пысăкрах пулнă.

Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Самани те улшăнчĕ. Район хаçачĕ вара унчченхи пекех районта пурăнакансемшĕн кĕтнĕ хăна пулса тăрать. Кĕтнĕ хăна çеç мар, шанчăклă канашçă та, çывăх юлташ та.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» халĕ 4635 экземплярпа саланать. 21 район хаçачĕ хушшинче ку 4-мĕш кăтарту. Пирĕнтен пысăкрах тиражпа паян Çĕмĕрле, Етĕрне тата Патăрьел район хаçачĕсем çеç пичетленеççĕ.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» республикăри тĕрлĕ конкурссенче пĕрре мар палăрнă. Пĕтĕм Раççейри конкурсра 4 хутчен çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ, «Прессăн ылтăн фончĕ» пахалăх паллине тивĕçрĕ.

8 пинмĕш номер пичетленнĕрен район хаçатĕнче тĕрлĕ çулсенче редакторта ĕçленисене ятран аса илер: Ф.И. Малышкин, А.Е. Соловьев, П.П. Павлов, П.С. Семенов, И.Г. Мешаков, А.П. Оньков, Г.И. Ульянов, В.Т. Смирнов, А.С. Толмасов, Д.В. Гордеев, В.Д. Шемекеев, А.И. Хованский, Г.А. Андреев, Л.М. Шапошников.

Паянхи коллектива 1993 çултанпа А.И. Тихонов тĕп редактор ертсе пырать. Редакцире нумай çул вăй хуракан В.Л. Шапошников, А.П. Белов пай ертÿçисемпе тата О.Ф. Суворова корректорпа юнашар куллен ăсталăха ÿстерекен Н.Н. Николаева пай ертÿçи, А.А. Белова оператор, Р.А. Макарова корреспондент ĕçлеççĕ. Райхаçат редакцийĕнче малтанхи çулсенче тимленĕ аслă юлташĕсен ырă йăлисене малалла аталантараççĕ.

Пичет ветеранĕсене А.А. Черновăна, А.М. Шарикова, Н.Ф. Скворцова тав сăмахĕ калатпăр.

Эпир юбилейлă номер тухнă ятпа «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата çырăнса илекенсене, ăна килĕрен валеçекен почтальонсене, хаçатпа куллен ĕçлĕ çыхăну тытакансене, ялкорсене, пире ырă сунакан мĕн пур çынна саламлатпăр.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата июль уйăхĕнчен илсе тăма çырăнма сĕнетпĕр. Юн кунсенче хаçат 4 страницăпа, шăмат кунсенче хальхи пек 6 страницăпа мар, 8 страницăпа тухать. 6 уйăха çырăнмалли хак – 204 тенкĕ.

Малашне те пĕрле пулар!

 

Райхаçат редакцийĕ.



31 мая 2012
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter