Регионсен пуçлăхĕсене малашне халăх суйлĕ

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ пиллĕкмĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕн кун йĕркине пĕрремĕш пайĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăннă саккун проекчĕсене иккĕмĕш вулавпа юридици вăйĕ памалли ыйтусене кĕртнĕ.

Тĕрĕссипе, пурте Раççейри политика тытăмне реформăланипе, федераци саккунĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртнипе, республика саккунĕсене вĕсемпе пĕр пеклетессипе çыхăннă. Чи малтанах - çĕр-шыври регионсен должноçри аслă çыннин суйлавĕн ыйтăвĕсене йĕркелессипе. Вĕсем улшăннă май депутатсем сессин малтанхи тапхăрĕнче Чăваш Республикин 4 саккунне пĕрремĕш вулавпа тата Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртрĕç. Пĕрремĕш ыйту республикăшăн, унăн историйĕшĕн, пурнăçĕшĕн тата аталанăвĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнăран «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» саккун проектне халăхпа сÿтсе явма, муниципалитет шайĕнчи депутатсен пухăвĕсенче тишкерсе хак пама, сĕнÿсем пухма йышăнчĕç.

Сăмах май, çак ыйтупа ĕçлеме ЧР Министрсен Кабинечĕпе РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕ хăйсен йышăнăвĕсемпе тĕллевлĕ уйрăм ĕç ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем ĕç коллективĕсенче ыйтăмсем ирттернĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлне, пĕтĕмлетĕвĕсене Патшалăх Канашĕн профиль комитетне, РФ Юстици министерствин республикăри управленине, район администрацийĕсене çитернĕ, каярахпа Чăваш Республикин парламенчĕн комитечĕсенче, фракцийĕсенче пур енлĕн тишкернĕ. Апла пулин те депутатсене нумай тавлаштарчĕ-калаçтарчĕ вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов саккун проектне хатĕрленĕ чухне кашнин шухăшне, çав шутра - оппозицири партисен фракцийĕсенне те, шута илнине, вĕсемпе ĕçре усă курнине, тÿрлетÿсемпе хушăмсен икĕ таблицине /йышăнмалли тата пăрахăçламалли/ хатĕрлеме пур шайри депутатсене хутшăнтарнине çирĕплетрĕ.

Юстици министрĕ Надежда Прокопьева хăй ертсе пыракан ведомство енчен саккун проекчĕ пирки асăрхаттарусем çукки çинчен каларĕ, депутатсене иккĕмĕш вулавпа йышăнма сĕнчĕ. Надежда Викторовна сăмахне пĕтĕмлетнĕ май çĕр-шыври регионсен должноçри аслă çыннин суйлавĕнче унăн кандидатурине политика партийĕсем сĕнни пĕлтерĕшлĕрех пулнине палăртса хăварчĕ, çапах та уйрăм çын хăй кандидатурине сĕнессине хирĕçлемерĕ. «Право тĕлĕшĕнчен иккĕшĕ те саккунлă» тени депутатсене хумхантарса ячĕ ахăртнех. Игорь Моляков депутат /коммунистсен фракцийĕ/ ыйту тăван республикăшăн пур енлĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, ăна йышăнни унăн пурнăçне çĕнĕ варкăш илсе кĕнине пĕлтернĕ хыççăн сасăлава çапах та ыттисемпе калаçса килĕшмесĕр тÿрех ирттермелли йĕркене çирĕплетме сĕнчĕ. Игорь Юрьевич кăна мар, ун хыççăн сăмах илнĕ Андрей Кулагин /РЛДП/, Вадим Николаев, Валерий Филимонов, Галина Николаева /«Пĕрлĕхлĕ Раççей»/, Дмитрий Евсеев /РФКП/, Петр Краснов депутатсем хăйсен шухăшĕсене аргументсемпе, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç пулин те залра малтанлăха пĕр шухăш патне çитни палăрмарĕ-ха. Юрий Попов спикер саккун проекчĕн хушăмсемпе тÿрлетÿсен икĕ таблицишĕн сасăлаттарнă хыççăн ыйту татах уçăмланчĕ, вара ăна иккĕмĕш вулавпа сасăлава кăларчĕç. 42 депутатран 32-шĕ уншăн сасăларĕ.

Пĕрремĕшпе пĕрлех иккĕмĕш ыйтăва та кун йĕркине кĕртме Чăваш Ен Пуçлăхĕ сĕннĕ. Вăл та - «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» - çĕр-шыври политика тытăмĕн реформипе çыхăннă. Тĕрĕсрех, сăмах политика партийĕсене суйлава хутшăннă чухне суйлавçăсем алă пуснине пухассинчен хăтарасси пирки пырать. Ку тата виççĕмĕш-пиллĕкмĕш ыйтусене сасăлава кăлариччен малтанах тĕплĕ хатĕрленĕрен тата нумай тĕрĕслев витĕр кăларнăран, çавăн пекех хушăмсемпе тÿрлетÿ таблицисем пулманран депутатсем вĕсене хăвăрт татса пачĕç, иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

 Юрий СТЕПАНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 мая 2012
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter