Ăнăçлисене, тăрăшуллисене пулăшмалла

Ытлари кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Гален» ОООра пулчĕ. Производствăпа паллашнă май кунта вăй хуракансене ырланипе пĕрлех Шупашкар влаçĕсене тиркемелли самантсене те асăрхарĕ.

«Гален» - строительство, çул-йĕр отраслĕсем, шахтăсем валли çĕнĕ йышши нанокомпозитлă материалсем кăларакан предприяти. Базальтопластикрен тăвакан материалсем паян тĕрлĕ çĕрте кирлĕ. Çак материал хурçăран виçĕ хут çирĕпрех, тутăхмасть, ăшă ямасть - чăннипех паха. Шел те, Раççейре хальлĕхе питĕ анлă сарăлнă тееймĕн. Çавна май «Гален» продукцийĕ ют çĕр-шыва нумай каять.

Предприяти гендиректорĕ Валерий Николаев туса кăларакан продукци калăпăшне çуллен ÿстерсе пынине палăртрĕ. 2016 çул тĕлне асăннă виçене 2 млрд тенке çитерме тĕллев лартнă. Ĕçлекенсен шучĕ те ÿссе пырать. Халĕ 66 çын, çулталăк вĕçленнĕ тĕле йыш икĕ хута яхăнах пысăкланмалла.

Михаил Игнатьев предприяти композитлă материалсен рынокне мĕнле тивĕçтернипе кăсăкланчĕ. Производствăна чылай анлăлатсан та рынока «тăрантма» пултарасси иккĕленÿллĕ-мĕн, мĕншĕн тесен «Роснанопа» пĕрле алла-аллăн ĕçлесе туса кăларакан çак продукци ытларах та ытларах кирлĕ. Предприятире композитлă арматура, шахтăсенче усă курмалли тĕревсем, ытти хатĕр кăлараççĕ. Базальтопластик юпасем çулсене çутатмашкăн усă курма меллĕ. Çăмăл, нумай-нумай çул ларма пултараççĕ. Анчах Чăваш Енре «Галенăн» çутă юписемпе усă курмаççĕ-мĕн. Республика Пуçлăхĕ ку енĕпе шухăшласа пăхмаллине палăртрĕ.

«Галенăн» Беларуçра та предприяти пур. Продукци калăпăшне, ĕçлекенсен йышне палăрмаллах ÿстерме пултарнине кура Шупашкарта та ĕçе анлăлатасшăн. Анчах чăрмавсем пур-мĕн. Мĕнлисем - вĕсем пирки предприяти ертÿçисем ЧР Пуçлăхне куçа-куçăн, журналистсем илтмелле мар, калăпăр терĕç. Анчах пресса умĕнчи калаçура та сăмах мĕн пирки пынине тавçăрма май пулчĕ. Михаил Васильевич тĕп хула пуçлăхне Леонид Черкесова хăйне евĕр экзамен та тыттарчĕ - унран Шупашкарти миллиардер-предприятисене асăнса тухма ыйтрĕ. Лешĕ каларĕ-ха, анчах пурне те асăнаймарĕ пулас - Михаил Васильевичăн хăйĕн пулăшма тиврĕ. Çийĕнчен вăл хула влаçĕсен ăнăçлă ĕçлекен предприятисене май пур таран пулăшма тăрăшмалли пирки каларĕ.

- Хула бюджетне налуксем кĕреççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ, çавăнпа вĕсене пулăшмалла, - терĕ вăл. - Вакуум пулма пултараймасть - пулăшмасан çак рынока ыттисем ярса илме пултараççĕ. Хальлĕхе вара акă мĕнлерех пулса тухать: предпринимательсем мана «сирĕн патра иртнĕ канашлу хыççăн пурăнас, ĕçлес килет» теççĕ, «анчах кайран пĕр уйăх иртет, тепре - улшăну çук».

Михаил Васильевич бизнесра пĕр-пĕрне шанни пысăк пĕлтерĕшлине те палăртрĕ. Ку енĕпе çĕр-шыв Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене илсе кăтартрĕ: ĕлĕк купсасем хут çырмасăрах алă çапса килĕшнĕ те - ку шанчăклă пулнă. Çакнашкал шанăçпа никĕсленнĕ хутшăнусем паянхи ĕç-хĕлшĕн те кăтартуллă пулмалла. Тÿрĕ кăмăллисене, ĕçшĕн çунакансене хÿтĕлес-пулăшас енĕпе республика ертÿçи хăй енчен пĕтĕмпех тума шантарчĕ.

 Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 мая 2012
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter