Пассажирсене илсе çÿрес енĕпе чăрмавсем ан пулччăр

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Содружество» АУОн генеральнăй директорĕпе Иван Беловпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Чăваш Енре «Содружество» 2011 çул пуçланнăранпа хуласен çывăхĕнчи маршрутсем çинче чукун çул транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿрет. Тĕл пулура ку ĕçпе çыхăннă тĕп ыйтусене сÿтсе явнă. Уйрăммăн илсен çакна палăртнă: хуласен çывăхĕнчи маршрутсем çинче чукун çулпа пассажирсене илсе çÿренĕ май тăкаксем пысăкланнипе тата пассажирсем йышлăн пулманнипе чукун çул транспорчĕн тăкакĕсем палăрмаллах ÿсеççĕ. Вĕсене чакарас тĕллевпе енсем 2012 çула пуйăссем çÿрессине тивĕçлипе йĕркелемелли юрăхлă варианта хатĕрлесе çирĕплетнĕ.

Михаил Игнатьев пассажирсене илсе çÿрес енĕпе йĕрке тума сĕннĕ. «Çакă республика бюджетĕнчен компани тăкакĕсене саплаштарма субсиди уйăрассипе çыхăннă тавлашуллă ыйтусене татса пама пулăшĕ. Ку тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Иван Белов кăçал Канаш хулинчи чукун çул вокзалĕнче билет комплексĕсемпе терминалсене ĕçе кĕртессине палăртнă. Михаил Игнатьев çакнашкал сервиса Чăваш Республикин тĕп хулинчи чукун çул вокзалĕнче те ĕçе кĕртес ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ.

 В.ВАСИЛЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
04 мая 2012
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter