Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çыхăнупа электронлă массăллă информаци отраслĕсен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

           Çыхăнупа электронлă массăллă информаци отраслĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ – Радио кунĕ ячĕпе саламлатăп!Радиокоммуникаци тытăмĕсĕр хальхи вăхăтри çын пурнăçне куç умне те кăларма май çук. Çĕр вун çичĕ çул каярах паллă вырăс физикĕ Александр Попов пĕрремĕш радиоприемник туса хатĕрленĕ. Çавăнтанпа тĕнче радиоçыхăнăвĕпе усă курать. Ăслăлăхпа техника аталанăвне, çĕнĕ технологисем вăя кĕнине пăхмасăр, радио çаплипех чи лайăх информаци çăл куçĕ пулса тăрать. Патшалăх радиовĕ мĕн хăй йĕркеленнĕренпех итлекенсене обществăри чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен пĕлтерсе тăрать кăна мар, вĕсене искусствăна ăнланма, хутшăну культурине, патриотлăх туйăмне тата çĕр-шывăмăршăн мăнаçланассине ăша хывма вĕрентет. Паян çав ырă йăласене сыхласа хăварасси пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах çакна та палăртма кăмăллă: Чăваш Енре ĕçлекен çыхăну предприятийĕсем хăйсен пулăшу ĕçĕсене палăрмаллах лайăх шайра кÿме тăрăшаççĕ. Паян çыхăну отраслĕнче вăй хуракансене пурне те çирĕп сывлăх, хавхалану тата профессире çитĕнÿсем тума сунатăп!

 Чăваш Республикин

  Пуçлăхĕ                                                                                   М.Игнатьев.



07 мая 2012
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter