Патăрьел районĕ: тав сана, çĕнтерÿçĕ- салтак!

Вăрçă… 67 çул иртсе кайрĕ унтанпа. 67 çул… Анчах халăх асĕнчен тухман вăл, тухас та çук.

Пĕтĕм халăх çак сумлă датăна чыслăн кĕтсе илме хатĕрленет.  Патăрьел районĕн     «Пăлапуç-Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкул» муниципалитетăн  пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн шкулта вăрçă ветеранĕ Чернов Алексей Петрович пулчĕ.  Шел пулин те, вăрçăра асап тÿснĕ ветерансем сахаллансах пыраççĕ таврара. Пирĕн ялти чи сумлă ветерансенчен пĕри вăл. 4 çул хушшинче тăватă  хут аманса вăрçă хирĕнчен  Çĕнтерÿ кунĕ хыççăн çур çултан тăван яла таврăнма пултарнă Алексей Петрович.   Паянхи кун 9-мĕш теçеткере пырать пулин те, сывлăхĕ хавшаккине пăхмасăр , ача-пăчасем патне тĕлпулăва васкарĕ кăкăр тулли орден-медальлĕ сумлă ватă. Çăмăлах пулмарĕ юнлă хирти çапăçусене аса илсе куç умне кăларса тăратма, куçа йĕпетмесĕр каласа пама.  Ялтан пĕр кунта тухса кайнă 12 тус-тантăшран виççĕн çеç каялла таврăннине те хуйхăрса аса илчĕ ветеран. 

 Тепĕр  самант ачасемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ: 65 çултан тупнă хуçине кăкăр çинчи ытттисенчен уйрăмах йăлтăраса тăракан «Хастарлăхшăн» медаль. Ăна вăл Кенигсберг хулине тăшмансенчен тасатнăшăн тивĕçнĕ. Нумай шыранă вăл хуçине…

Тĕлпулу ачасем кăсăклă ыйтусем панипе, пĕрле ларса сăн ÿкнипе, асăнмалăх парне кÿнипе вĕçленчĕ. «Нихăçан та, сирĕн, ачамсем,   çухату, ырату мĕнне пĕлмелле ан пултăрччĕ», -- тесе вĕçлерĕ сăмахне шурă çÿçлĕ ватă салтак-ветеран.



08 мая 2012
12:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter