Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнĕ ятпа саламлани

                                                 Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 Сире Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп! Çак халиччен курман пысăк йывăрлăх вуншар миллион çын пурнăçне татнă. Çапах та Çĕр-шывăмăра хÿтĕлеме ватти-вĕттипех кар тăнă пирĕн халăх пĕтĕçÿлĕхпе çирĕп кăмăл, паттăрлăх тата Тăван çĕр-шыва чунтан юратни кирек мĕнле тăшмана та çĕнтерме пулăшнине ĕнентермелле кăтартса панă. Эпир, çĕнтерÿçĕсен тăхăмĕсем, тĕнчери тăнăçлăха, çĕр-шывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çук, вĕсен фронтри тата тылри паттăрла ĕçĕсене яланах сăваплăн сума сăвăпăр! Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин урокĕсене асăмăрта упранă май, эпир паян çĕр-шывăмăрăн тăнăçлă пуласлăхне шанчăклăн хураллатпăр! Тăван çĕр-шыва юратасси, хисеплесси, хÿтĕлесси, Аслă Патшалăх гражданинĕн ятне тивĕçлĕ пуласси – пирĕнтен кашнийĕн таса тивĕçĕ. Чăваш Енре ветерансемшĕн тăрăшасси çине уйрăмах тимлĕ пăхатпăр. Шел те, вăхăт чарăнусăр, пирĕн хушăра çав паттăрла çулсенчи пулăмсене хăй куçĕпе курнă çынсен шучĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн тĕп тĕллев – вĕсене пур енлĕн пулăшасси. Çĕре çити тайма пуç сире, паттăрсем! Вăрçăри паттăрлăхшăн тата мирлĕ пурнăçри ырми-канми ĕçĕршĕн чунтан тав тунине йышăнсамăр. Çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунатăп! Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!

 Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                               М.Игнатьев.



09 мая 2012
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter