Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пир-авăрпа çăмăл промышленноçăн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                Пир-авăрпа çăмăл промышленноçăн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! Çăмăл промышленноç потребительпе тавар туянаканшăн чи çывăх отрасльсенчен пĕри, экономикăн социаллă тĕллевлĕ секторĕ пулса тăрать, мĕншĕн тесен куллен кирлĕ таварсене шăпах вăл туса кăларать. Пысăк конкуренци условийĕсенче республикăри предприятисем малалла ăнăçлăн аталанаççĕ, хальхи йышши таварсем туса кăлараççĕ, производствăн çĕнĕ технологийĕсене алла илеççĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿссе пырать, унăн туса кăларнă продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчи тÿпи çултан-çул пысăкланать. Отрасль ĕçченĕсем экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр, хăйсен умĕнче тăракан мĕн пур тĕллеве пурнăçлама, хăйсем туса кăларакан таварсен рынокри конкуренци пултарулăхне тивĕçтерме, чăваш пир-авăрçисен ят-сумне тата та çÿле çĕклеме пултарасси пирки иккĕленместĕп. Сире тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçĕршĕн тата регион экономикине пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватăп. Çăмăл промышленноçăн ветеранĕсене уйрăммăн тав туса хăваратăп, вĕсен нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа туса пынă ĕçĕ çитĕнекен ăрушăн лайăх тĕслĕх пулса тăрать. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, малашнехи çитĕнÿсем тата палăртнă тĕллевсене пурнăçлама иксĕлми вăй-хал сунатăп!

 Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                 М.Игнатьев.



10 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter