Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей кунĕ ячĕпе саламлани

                                                          Хаклă ентешсем!

Раççей кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр! Ку вăл пирĕн çĕр-шывăмăрта пурăнакан мĕн пур çыннăн пĕрлехи уявĕ. Пĕчĕкрех юхан шывсем аслă Атăла юхса кĕнĕ евĕр, Раççейри çĕршер халăх, пĕр çемьене пĕрлешсе, аслă та мăнаçлă патшалăх йышĕнче туслăн та килĕштерсе пурăнать. Эпир пурте – социаллă тĕрлĕ си, ăру, аслă патшалăхăмăрăн тĕрлĕ регионĕн çынни – унăн шăпишĕн пĕрле явап тытатпăр. Паян Тăван çĕр-шывăмăр пиртен нихçанхинчен те ытларах ырă ĕçсем кĕтет, пирĕн хамăр ăна чун-чĕререн юратнине тата чунтан парăннине пултаруллă ĕçĕмĕрпе çирĕплетме тăрăшмалла. Пĕрле тата вăйсене пĕрлештерсен кăна вĕт эпир малалла ăнăçлăн ĕçлеме, мĕн те пулсан лайăххине тума тата çĕнĕ Раççее вăй-хăват кÿме пултаратпăр. Сире, хаклă ентешĕмĕрсем, пĕтĕм чунтан тăнăçлăх, ырлăхпа телей тата Тăван çĕр-шывăмăр ырлăхĕшĕн тăвакан мĕн пур ĕçпе пуçарурах çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                           М.Игнатьев.



12 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter