Патăрьел районĕ: «Хĕвеллĕ» уçланкăри йăлана кĕнĕ «Акатуй-Сабантуй» уявĕ

2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-11 мĕшĕсенче «Хĕвеллĕ» уçланкăра йăлана кĕнĕ «Акатуй-Сабантуй» уявĕ иртрĕ. Кăçалхи уява Раççей историйĕн çулталăкне тата района туса хунăранпа 85 çул çитнине халалланă.  Çак уява Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, спортра палăрнă вĕренекенсем те хутшăнчĕç. «Ассорти» ташă ушкăнĕ куракансене чăваш ташшисемпе савăнтарчĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ çĕр ĕçĕн йăли-йĕркине кăтартса пачĕ (ака-суха тунине, тырă акнине, вырса тăпачăпа çапнине, алапа тырă алланине, ал арманĕпе авăртнине). Çĕр ĕçĕн йăли–йĕркине кăтартса паракан хĕрарăмсен тумĕсене, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене   курса тĕлĕнекенсем те пайтах пулчĕç. Пир кĕпе,  сурпан сырса хушпу тăхăннă, çăпата сырнă чăваш хĕрарăмĕсем уçланкăри хăнасене Аслă Чемен «хуçалăхне» йыхравларĕç.



13 июня 2012
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter