Акатуя Елчĕксем район 85 çул тултарнине халалланăран-тăр

Кăçалхи Акатуя Елчĕксем район 85 çул тултарнине халалланăран-тăр - уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. “Ырсамай” культурăпа кану паркĕнче çын питĕ йышлă пухăнчĕ. Район пуçлăхĕ Роза Молодова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин çурхи ака ĕçĕсем пирки каласа пачĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсене хăйсен профессине чунран юратса вăй хунăшăн тав турĕ. “Елчĕксем чăнласах та маттур, пултаруллă, хастар. Эсир çак çула тата лайăхрах кăтартусемпе вĕçлессе ĕненетĕп,” - терĕ. Михаил Васильевич Вячеславпа Елизавета Бариновсене - 4 хĕр çуратса ÿстернĕскерсене - “Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” орден медалĕпе наградăларĕ. Иринăпа Андрей Теллинсене республика тата патшалăх амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификачĕсене пачĕ, çемьене çавăн пекех пурăнмалли çурт лартмашкăн çĕр лаптăкĕ те уйăрнă. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн патшалăх наградисене тивĕçнисем пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарчĕç, хăйсене çапла хавхалантарнăшăн республика ертÿçипе райадминистраци пуçлăхне тав сăмахĕ каларĕç. Çакна та палăртса хăварар: Елчĕкри Акатуйра эпир хамăра чăвашлăх утравне лекнĕнех туйрăмăр, мĕншĕн тесен унта кунĕпех тăван сăмах янăрарĕ, чăваш ташши-юрри кăмăла çĕклерĕ. Уява райадминистрацин культурăпа информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Антонина Александрова чăвашлах ертсе пычĕ. Ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ “Хăна картишĕсем” те чăвашсен йăли-йĕркине - ака пăтти, ят тухнă çамрăка салтака ăсатни, ача яшки т.ыт.те - ĕнентермелле кăтартса пачĕç. Сăмах май, вĕсем пурте тенĕ пекех Елчĕк енре паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Республика Пуçлăхĕ Лаш Таяпасен “Хăна картишне” кĕрсех курчĕ, тĕрленĕ пит шăллисем çакнă Артем Холоднова /Курнавăш ял тăрăхĕ/ Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме ăнăçу сунчĕ - яшăн çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче çара каймалла.



13 июня 2012
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter